«Чун-чӗре юрланӑ чух» Олег Васильевич Димитриев композитор-педагогӑн 60 çул тултарнине халалланӑ пултарулăх каçě
Нарăсăн 27-мӗшӗнче районти культура ҫурчӗнче паллӑ композиторăн, педагогăн, Чăваш композиторсен Ассоциаци союзӗн членӗн, «Халăха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ Олег Васильевич Димитриев 60 ҫул тултарнине халалланӑ пултарулăх каҫӗ иртрӗ.
Культура ҫурчӗн фойинче куракансене, хăнасене «Ҫăварни» эрнипе саламласа «Трак ен» халăх фольклор ушкăнӗ ҫуллă икерчӗ ҫитерсе илемлӗ юрăсем парнелерӗ.
Юбиляра тус-юлташěсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Николаевич Кузнецов, район администрацийӗн пуҫлăхӗн ҫумӗ – вӗрентӳ пайӗн ертӳҫи Светлана Анатольевна Григорьева, вӗрентӳре ӗҫлекенсен профсоюзӗн районти комитечӗн председателӗ Светлана Дмитриевна Суховетрюк, ěçтешěсем, Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Петровна Михайлова, Нестер Янкас пӗрлӗхӗн ертӳҫи Иван Афанасьевич Прокопьев, Нестер Янкас пӗрлӗхӗн ҫумӗ Виталий Михайлович Михайлов, Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Витальевич Долгов, Алманч шкулӗн вӗрентекенӗсен профком председателӗ Алина Владимировна Григорьева, тăванěсем тата аякри хăнасем саламларӗҫ.
Уяв концерт программине Елена Порфирьева (Энжей), Канаш районӗнчи «Енӗш» фольклор ушкӑнӗ, районти культура ҫурчӗн ветерансен хорӗ, «Взгляд» ташӑ ушкӑнӗ, Людмила Егорова, Алманч шкулӗн вӗрентекенӗсем, «Хавал» халӑх музыкин ансамблӗ, Шывпуҫӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ушкӑнӗ, Николай Яковлевпа Николай Никоноров илемлетрӗҫ.
Олег Васильевич уява хутшӑнакансене, юрӑҫсене тав хучӗпе тата парнесемпе чысларӗ, куракансене тав турӗ.
Уяв программине культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Надежда Филиппова маттур йӗркелесе пычӗ.