Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейски тăрăхĕнче çĕнĕ кĕпер хута янă

Икĕ яла пĕрлештерекен кĕпере вырăнти колхоз тăрăшнипе 35 çул каялла ял-халăхĕ тунă. Анчах та юлашки çулсенче ун урлă каçса çỹреме пурте хăяйман. Юхăнса кайнă каçăран шыва ỹкекенсем те пулнă. Иртнĕ уйăхра Мăн Шĕтмĕ ял тăрăхĕ кунта пурăнакансемпе пуху ирттерсе пĕрлехи вăйпа çĕнĕ каçă тума килĕшнĕ.