Раççейре вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркелессине çĕнĕлĕхсем кĕртĕç. Улшăнусене йышăнса çĕр-шыври кашни субъект шайĕнчи саккуна кĕртмелле. Çавна май регионсен ял тăрăхĕсен, хула округĕсен, муниципаллă пĕрлешỹсен пуçлăхĕсене кам тата мĕнле йĕркепе çирĕплетессине хăйсен палăртмалла. Саккун проектне сỹтсе явас тĕллевпе Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Йышăну тăвиччен вĕсем республикăра пурăнакансен шухăшне пĕлме тĕллев лартнă. Красноармейски районĕн çыннисемпе Игорь Кушев депутат тĕл пулчĕ.
Вырăнти пуçлăхсене суйламалла е уйăрса лартмалла
Дополнительно
16 июля 2014
15:34