Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕлтĕрхи бюджета пурнăçланине пăхса тухрĕç

Апрелĕн 28-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 14-мĕш ларăвĕ пулчĕ.

Депутатсемпе ларăва пухăннисене районăн 2011 çулхи тата 2012 çулхи I кварталти бюджечĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен район администацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Р. Николаева каласа пачĕ.

Район депутачĕсен Пухăвĕн 2011 çулхи октябрĕн 24- мĕшĕнчи “Район администрацийĕн муниципаллă служащисен класлă чинне памалли йĕрке çинчен калакан положенине çирĕплетесси çинчен” С-9Ĕ7 №-лĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен” тата “Район депутачĕсен Пухăвĕн 2008 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчи С-20Ĕ3 №-лĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ районти муниципаллă служба должноçĕсен реестрне улшăнусем кĕртесси çинчен” ыйтусемпе ларура район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А. Павлов тухса калаçрĕ.

Ларура “Районта 2009—2015 çулсенче çĕр улмипе тĕш тырă туса илессине аталантарасси” муниципаллă тĕллевлĕ программăна пурнăçласси мĕнле пыни тата çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттермелли план çинчен — район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. Степанов, район территорийĕнче 2011 çулхи тата 2012 çулхи I кварталта право йĕркине сыхлассин шайĕ епле пулни пирки район прокурорĕ, юстици советникĕ Н. Муллин тата районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ В. Алексеев (çум доклад) каласа пачĕç.

Депутатсем кунпа пĕрлех депутатсен районти Пухăвĕ çумĕнче чи кирлĕ таварсене тата эмелсене мониторинглакан ĕç ушкăнне туса хучĕç, наградăсем пама кандидатурăсем тăратас ыйтăва пăхса тухрĕç.

Депутатсем сÿтсе явнă пур ыйтупа та ĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 



05 мая 2012
00:00
Поделиться