Урам уявне ирттересси кунта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ентешĕсем умĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков тухса калаçрĕ. Владимир Константинович çак праçник ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ, тирпей-илем, ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне çĕклерĕ. Ку урамра пурăнакансем чăвашсен ниме йăлипе тарасаллă çăла юсама пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тимĕр-бетон ункăсемпе тивĕçтерме шантарчĕ. Уява хутшăннисем тутлă шÿрпе çирĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.