Пĕрремĕш Патшалăх Думи пулнăранпа 100 çул çитнĕ май
Умĕн калани
Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççей çĕршывĕнчи лару-тăру кăткăс пулнă. Рабочисем иртен пуçласа каçченех ĕçленĕ, апла пулин те вĕсене сахал тÿленĕ, тĕрлĕ штрафпа хăратса тăнă. Харпăр хăй правине хÿтĕлекен организацисем йĕркелеме ирĕк паман, стачкăпа забастовкăна хутшăннăшăнах 2—8 уйăхлăха тĕрмене лартма пултарнă.
Хресченсенчен чĕрĕкĕ лашасăр, вунă проценчĕ ĕнесĕр пурăннă. Пуянраххисем чухăннисене тара тытса ĕçлеттернĕ, суту-илĕве йĕркелесе тăнă.
Вак халăхсен (кусене вырăсла “инородецсем” тенĕ) пурнăçĕ татах та йывăртарах пулнă. Вĕсене правительство хĕсĕрленĕ, унта-кунта уçăлнă шкулсенче те тăван чĕлхепе вĕрентессине ырламан. Çакнашкал лару-тăрупа мал ĕмĕтлĕ çынсем (вĕрентекенсем, адвокатсемпе журналистсем, артистсемпе студентсем) килĕшсе тăма пултарайман.
Харпăр хăй правине çĕнсе илес тĕллевпе çынсем пăлханма пуçланă. Аталанса пыракан революци юхăмне чарса лартас тĕллевпе Раççей патши Иккĕмĕш Микулай 1905 çулхи августăн 6-мĕшĕнче “Патшалăх Думине йĕркелесси” Манифест тата “Патшалăх Думине туса хурасси” Саккун йышăннă. Вăл халăха граждан прависемпе ирĕклĕх, законсем йышăнма ирĕк паракан Думăна “парнеленĕ”. Патшалăх Думине суйлама çĕршыври халăха тăватă ушкăна уйăрнă: çĕр хуçисем, хула çыннисем, хресченсем тата рабочисем. Çапах та суйлава хĕрарăмсене, çар çыннисене, 25 çултан çамрăкраххисене, пĕчĕк предприяти рабочийĕсемпе хăш-пĕр вак халăх çыннисене пачах кĕртмен. Ăна пĕртанлăх прависемпе тивĕçтернĕ тесе те калама май çук: кашни халăх сийĕн хăйĕн норми пулнă. Сăмахран, помещикăн пĕр сасси буржуазин 3 сассипе, хресченĕн 15 е рабочин 45 сассипе танлашнă. Патшалăх Думин суйлавне тÿрремĕнех ирттермен, йĕрки те тĕрлĕрен: хресченсен тăватă сыпăклă, рабочисен — виçĕ, буржуазипе улпутсемшĕн икĕ сыпăклă çеç пулнă.
Патша манифесчĕн 1905 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе тата çав çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче йышăннă “Патшалăх Думин суйлавĕ çинчен” Законĕпе килĕшÿллĕн, Хусан кĕпĕрнинчен 9 депутат, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен 6 депутат суйлама палăртнă.
Упи хресченĕ — I Патшалăх Думин депутачĕ
Вăл тапхăрти кăткăс та пăтрашуллă, нумай партильлĕх йĕркеленнĕ вăхăтра Чăваш енчен Патшалăх Думине Упи хресченĕ Я. Абрамов лекни пурне те тĕлĕнтермелле. Яков Абрамович 1873 çулхи юпа уйăхĕн (октябрĕн) 8-мĕшĕнче Чиркÿллĕ Упире çуралнă. Тăван ялти чиркÿ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленÿ класĕнче пĕлÿ пухнă. Патшалăх Думине суйламалли тапхăр çитсен çамрăк та хăй шухăшне калама пултаракан хресчене ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан — Етĕрнери уесри пухăва. Сăпайлă та тирпейлĕ 33-ри Яков Абрамов кĕпепех çуралнă иккен. 1906 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен пухăвĕ Упи чăвашне Патшалăх Думин членне суйланă. Çапла майпа пирĕн ентеш Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрать.
Çак тапхăрта Я. А. Абрамов нихăш партире те тăман-ха. Ун пирки Хусан губернаторĕ Шалти ĕçсен пайĕн министрне апрелĕн 15-мĕшĕнче телеграммăпах ятарласа пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш Патшалăх Пухăвĕ Санкт-Петербургри Таврически керменĕнче хăйне салатса яриччен 72 кун ĕçленĕ. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унăн ĕçне Чăваш енрен суйланнă икĕ депутат, Я. Абрамовпа К. В. Лаврский юрист хутшăннă. Вăл Хусан округĕнчи судăн присяжнăй повереннăйĕ пулнă.
Патшалăх Пухăвĕ вăхăтĕнче Яков Абрамов сăн ÿкерттернĕ. Сăмах май каласан, ку фотокарточка пирĕн тăрăхри пирвайхи кÿлепе докуменчĕ шутланма пултарать. Карл Булла Итали королĕн фотографĕ пулнă. Вăл ывăлне те, мăнукне те Карл ятлă хуртарнă. К. К. Булла Раççейăн ун чухнехи тĕп хулинче тĕпленнĕ.
Шăпах çак ăста патĕнче сăнне ÿкерттернĕ Чăваш хресченĕ. Тÿнтер енне Я. Абрамов “Милой жене Марии Павловой. 23 мая 1906 года” тесе çырнă, алă пуснă.
Я. Абрамов — “Хыпар” хаçатăн хастар корреспонденчĕ. Унăн ĕçне вăл Н. В. Никольский сĕннипе хутшăнма пултарнă. Ахальтен мар ăна Государство Думин членĕ пулма шансан, суйлав умĕнхи пухура делегата наказсем парса, Никольский çапла каланă: “Çĕр пур хресчене те кирлĕ. Пире, чăвашсене, çĕрсĕр пуçне вĕренни кирлĕ. Пире чăвашла калама памаççĕ, эпир хаçата аран-аран кăларатпăр, ăна халь пур çĕрте те хĕсĕрлеççĕ, ăна валли ирĕк кирлĕ. Авантарах кĕнекесене кăларма чараççĕ. Чăвашсене çын вырăнне хумаççĕ. Ытти халăхпа пĕрле чăваш халăхне ирĕке кăларас пулать. Çав ĕçсемшĕн эпир суйланă Яков Абрамовичăн тăрăшмалла, вăл хăй те ку нушасене куркаланă”. Н. Никольский çак сăмахсене “Хыпар” хаçатăн апрелĕн 30-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕ. “Хыпар” хаçатăн майăн 7-мĕшĕнче тухнă 18-мĕш номерĕнче Я. Абрамовăн “Хресчен сăмахĕ” ятлă статйи пичетленсе тухнă. Унта вăл çапла çырнă: “Пире халĕ çын вырăнне хумаççĕ, ĕретлĕ закон çук!.. Пур çĕрте те улпут таврашĕ, вĕсен анчах ирĕклĕх...
Улпут таврашĕ ан пултăр, пурте пĕртан пулччăр. Эпир ун çинчен калăпăр-ха. Пирĕн сасса та илтĕç”, тенĕ.
“Хыпар” хаçат корреспонденчĕ Я. Абрамовран Думăра пăхса тухакан законсенчен хăшĕсем ытларах кирлĕ тесе ыйтсан, вăл çапла хуравланă: “Пирĕн ушкăн çĕр çинчен калакан законпа граждансен пĕртан прависем çинчен калакан законсем пуринчен те кирлĕ тесе шутлать.
... Кун пек йĕркесĕр самана урăх ан пултăр. Çын вырăнне шутланман мĕскĕн чăвашсем, мĕн чухлĕ хур куртăр эсир! Эпир тÿснине пурне те çырсан хут та çитес çук. Çук, малашне эсĕ те тÿссе тăраймăн. Эсĕ те малашне хăвна çын вырăнне хур. Учительсем, священниксем, судьясем чăвашран кирлĕ. Вара пирĕн халăх хăвăртрах çутта тухĕччĕ”. Пĕрремĕш Дума правительствăн законпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки депутатсем 391 çивĕч ыйту-запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех патша ку Пухăва салатса янă.
Каярахри çулсенче Я. Абрамов — Упи вулăс старшини, вулăс ĕçтăвкомĕн председателĕ. 1908—1909 çулсенче Етĕрне уесĕнчи, 1917 çулта — Хусан кĕпĕрнин çĕр управисен членĕ шутланнă. 1918 çулта Етĕрнери уесри вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертÿçин секретарĕнче ĕçленĕ Я. А. Абрамов 1934 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Упи çăви çине пытарнă. Унăн 6 ача пулнă: Матĕрне, Пăлаки, Наçтуçпа Хĕветле хĕрĕсем тата Микулайпа Михала ятлă ывăлсем.
Спасов Лука Семенович
(7.2.1899 — 1.1.1956)

Вăтакасра çуралнă. Малти Тракри пуçламăш, Тивĕшри 2 сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. Упи вулăс правленийĕн куçаруçи, ĕçтăвком секретарĕ пулнă. Хăй ирĕкĕпе 3 хутчен çара кайнă, граждан тата тĕнчен иккĕмĕш вăрçисенче çапăçнă, ахаль салтакран полковника çитнĕ. 2 Хĕрлĕ Çăлтăр тата 3 Отечествăлла вăрçă орденĕсен кавалерĕ. 1928—1951 çулсенче Чăваш АССРĕн тĕрлĕ шайĕнчи ертÿçи: çĕрĕç комиссарĕ, сĕт-çу тресчĕн управляющийĕ, стройматериал промышленноçĕн управлени начальникĕ, совнарком председателĕ.
Халăхшăн чунтан тăрăшнине кура ăна 1937 çулта СССР Аслă Канашĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутатне суйланă. Л. Спасов 1929—1941 çулсенче СССРти Тĕп /çтăвкомĕн членĕ пулнă.
Горина Клавдия Ивановна
(14.3.1895 — 11.12.1974)

Нурăс ялĕнче çуралнă. Етĕрнери хĕрсен гимназийĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Янкасри пуçламăш шкулта (1915—1923) ĕçленĕ. 1923—1957 çулсенче Упири вăтам шкулта ачасене ăс панă. Çамрăксене вырăс чĕлхине алла илме пулăшнă, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Вăл вĕрентнĕ вуншар яш-кĕрĕм наука докторĕ е кандидачĕ ята тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, П. Петров, И. Шашков, А. Михайлов, С. Владимиров, В. Петров, Ю. Петров, Н. Петров.
Педагогикăри ÿсĕм-семшĕн ăна ЧАССР Аслă Канашĕн (1947—1951), СССР Аслă Канашĕн тăваттăмĕш суйлаври (1954—1958) депутатне суйланă. К. И. Горина — Ленин орденĕн кавалерĕ (1949), ЧАССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
Захаров Альберт Михайлович

Хамăр районти Кăлава ялĕнче 1949 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче учитель çемйинче çуралнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх Университетĕнче, Горький хулинчи партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1967—1980 çулсенче строитель, 5-мĕш стройтрестри комсомолецсемпе çамрăксен бригадине ертсе пынă, промышленность тракторĕсем туса кăларакан заводăн обăекчĕсене хăпартнă. /çри хастарлăхшăн ентеше СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă, ăна Ленинла комсомолăн премийĕпе наградăланă. А. Захаров — ВЛКСМăн XVII тата XVIII сăезчĕсен делегачĕ, халĕ “Чăвашрегионгаз” акционерлă обществăн пай пуçлăхĕн çумĕ.
Романова (Титова) Галина Мироновна
1942 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Ялти 7 çул вĕренмелли, Мăн Шетмĕри вăтам шкулсенче, строитель-мастер хатĕрлекен икĕ çулхи курсра пĕлÿ илнĕ. Пĕрремĕш стройтрестăн 6-мĕш строительство управленийĕнче каменщиксен звенине ертсе пынă. 1981—1994 çулсенче, тивĕçлĕ канăва тухиччен, “Монолитстрой” организацинре ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе электроаппарат завочĕн иккĕмĕш площадкин, ЖБК-9 корпусĕсене, Афанасьевпа Шумилов урамĕсенчи нумай хутлă монолитлă пурăнмалли çуртсене хăпартнă. Хастар звеньевоя 1974 çулта СССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.
Емельянова Алевтина Васильевна

1955 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Туçи Чуракасси ялĕнче çуралнă. Хăйĕн кун-çулне “Гигант” колхозри сысна фермипе çыхăнтарнă. Алманчри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпах, 1972 çултан пуçласа паянхи кунчченех, юратнă ĕçре тăрăшать. Сысна пăхассипе вăл республикăра темиçе хутчен те мала тухнă, кашни амаран 20—25-шер çура илнĕ. Ырă тĕслĕхшĕн ăна /ç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе, “/çри хастарлăхшăн” медальпе наградăланă. А. Емельянова — ЧАССР Аслă Канашĕн (1980—1985) тата СССР Аслă Канашĕн (1984—1988) çулсенчи депутачĕ.
Семенов Павел Владимирович

Вăл 1976 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Канаш хулинче çуралнă. Тепĕр çултанах ашшĕ-амăшĕпе Тюмень облаçĕнчи Нефтеюганск хулине куçса кайнă. Тăван хулари патшалăх университетĕнче, Санкт-Петербургри патшалăх университечĕн аспирантуринче ăс пухнă. Экономика наукисен кандидачĕ. “Волга-РОСНефте Транс” (Канаш) предприятин генеральнăй директорĕ (2001). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă. Халĕ — РФ Патшалăх Думин хастар депутачĕ. Федераципе регион политикин ĕçĕсемпе ĕçлекен комитет членĕ. ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ. Бокс спорчĕн мастерĕ.
Прокопьев Леонид Прокопьевич
(7.4.1934—8.1.2006) Янмурçин ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкулта, Шупашкарти электромеханика техникумĕнче, Пĕтĕм Союзри политехника институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче механик, инженер пулнă. 4 çул çарта тăнă хыççăн каллех ЧЭАЗа вырнаçнă. 1961—1996 çулсенче партипе совет органĕсенче ирттернĕ: КПСС Шупашкар райкомĕн инструкторĕ, пай ертÿçи, хула ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, 1975—1989 çулсенче Л. Прокопьев Чăваш АССР Министрсен Канашне ертсе пынă. 1990—1992 çулсенче вăл РСФСР Национальнăçсен ĕçĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ, каярахпа РСФСР Аслă Канашĕн аппаратĕнче тăрăшнă.
Л. Прокопьева РСФСР Аслă Канашĕн депутатне, 4 хутчен ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕ, “Хисеп Палли” орденсемпе наградăланă.
Сергеева (Илларионова) Юлия Александровна
1948 çулта Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăл хăйĕн ĕç-хĕлне Шупашкарти резинăпа техника хатĕрĕсем тăвакан заводпа çыхăнтарнă. 1965 çултан тытăнса тивĕçлĕ канăва тухичченех Шупашкарти В. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Ахаль рабочирен пуçласа вулканизаци цехĕн мастерне çитнĕ. Ÿркенменскер машинист, пресс-вулканизатор, закройщик, бригадир профессийĕсене хăнăхнă. Кашни ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илнĕ, çамрăксене те чылай пулăшнă.
Тăрăшулăхне кура Ю. Сергеевана “/çре палăрнăшăн”, “/çри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă май” медальсемпе наградăланă. Ентешĕме Шупашкар хула советне, 1975 çулта РСФСР Аслă Канашне депутата суйланă.
Михайлов Валерий Юрьевич

1957 çулхи майăн 25-мĕшĕнче Алманч ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Чăваш госуниверситетăн историпе филологи факультетĕнче, Мускаври патшалăх юридика академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Малашлăх шăпи унăн Комсомольски районĕпе çыхăннă. 1979—1990 çулсенче вăл — райхаçат корреспонденчĕ-радиоорганизаторĕ, ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш тата пĕрремĕш секретарь, Коммунистсен партийĕн райкомĕн оргпайĕнче ĕçленĕ. Райхаçат редакторĕ пулнă. 1990 çулта В. Михайлова РСФСР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă. Аслă Канашĕн членĕ шутланнă. Ентешĕм халĕ Патшалăх Думинче юристра ĕçлет.