Ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх пăхакансене ĕçлеме тата канма лайăх условисем туса парас тĕллевпе районта кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен фермăсен территорийĕсемпе выльăх пăхакансен çурчĕсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттерме йышăннă. Унăн тĕллевĕ – выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес çĕрте çын факторĕн пĕлтерĕшне ÿстересси пулса тăрать.
Смотр-конкурса районти мĕн пур ял хуçалăх предприятийĕсем хутшăнаççĕ. Кун валли вĕсенче ăна йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе комиссисем туса хураççĕ, ун йышне хуçалăх ертÿçипе ял администрацийĕн пуçлăхне, профком председателĕпе хуçалăхри ытти специалистсене кĕртмелле. Комиссин ĕç сыхлавĕн кĕтесĕ, ĕçлеме тата канма условисем пуррипе интересленмелле. Смотр-конкурс кăтартăвĕсене балл системипе шутласа палăртаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчи смотр-конкурсра малтанхи виçĕ вырăна йышăннă коллективсене куçса çÿрекен вымпелсемпе тата укçан премисемпе чыслаççĕ, пĕрремĕш вырăншăн – 1000 тенкĕпе, иккĕмĕшшĕн – 750, виççĕмĕшшĕн – 500 тенкĕпе.
Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен коллективĕсен смотрконкурсне 6 çынран тăракан комисси пĕтĕмлетет, унăн председателĕ – В.М.Малинин, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн çумĕ.