Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейскисен лайǎхрах ěçлеме май пур

Кǎçалхи çичě уйǎхра Красноармейски районěнчи хуçалǎхсем 5718 центнер аш-какай туса илнě, ку вǎл пěлтěрхи çав вахǎтри шайран 32 процент нумайрах. «Янмурзино», «Прогресс», «Караево» хуçалǎхсем ку енěпе уйрǎмах ǎнǎçлǎ ěçленě. Сěт туса илесси вара пěлтěрхинчен 5 процент чакнǎ. Çав хушǎрах «Досаево», «Прогресс», «Новая сила», «Караево», «Нива», «Янмурзино», «Свобода» хуçалǎхсем кǎтартǎва ÿстернě. Районěпе ěне пуçне вǎтамран 1908 килограмм сěт сунǎ. Ǎна халǎхран çулталǎк пуçланнǎранпа 805 тонна /пěлтěрхи шайран 41 процент нумайрах/ пухнǎ. Ку енěпе «Нива», «Мир» хуçалǎхсем аван ěçленě. Çурлан 1-мěшě тěлне районта ěне выльǎх 6952 пуç /пěлтěрхинчен 4 процент сахалрах/, сǎвакан ěнесем 2331 пуç /3 процент сахалрах/ пулнǎ. Сыснасен йышě иртнě çулхинчен 2 процент ÿснě. Халǎхран 44 пуç ěне выльǎх /4 процент ытларах/ туяннǎ, çулталǎкра пурě 660 пуç ěне выльǎх туянма палǎртнǎ.


08 августа 2003
00:00
Поделиться