Урам уявĕнче
Юлашки çулсенче Трак ен тăрăхĕнче ял, урам уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Асăннă праçниксене кунта пурăнакансем çеç мар, аякра тĕпленнĕ ентешсем те килеççĕ. Çак кунсенче Красноармейски ял тăрăхĕнчи Васнар ялĕн Заречная урамĕн уявĕ иртрĕ.
Урам уявне ирттересси кунта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ентешĕсем умĕнче Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков тухса калаçрĕ. Владимир Константинович çак праçник ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ, тирпей-илем, ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне çĕклерĕ. Ку урамра пурăнакансем чăвашсен ниме йăлипе тарасаллă çăла юсама пулчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тимĕр-бетон ункăсемпе тивĕçтерме шантарчĕ. Уява хутшăннисем тутлă шÿрпе çирĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)