Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

«Çеçпĕл Мишши – хĕвеллĕ пурнӑç юрӑçи»: Çеçпĕл Мишши çуралнӑранпа 125-çул çитнине халалланӑ уяв

«Çеçпĕл  Мишши – хĕвеллĕ пурнӑç юрӑçи»: Çеçпĕл Мишши çуралнӑранпа 125-çул çитнине халалланӑ уяв

Нарӑс уйӑхĕн 29 - мĕшĕнче  культура ҫуртӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртрӗ. Юратнӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа  уяв-курав пулчӗ.Уява муниципалитет округĕн  шкул  ачисем  хаваспах  «Пушкин картипе»  хутшӑнчĕç. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» ушкӑнӗ (ертӳҫи - Алексей Енейкин ) пуҫарнипе «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» ятлӑ документаллӑ фильм (авторӗ, режиссёрӗ - Алексей Енейкин) курчĕç. Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗн ҫул-йӗрне, пултарулӑхне, синкерлӗ шӑпине пур енлӗн ҫутатса панӑ, информаципе пуян, тарӑн шухӑша яракан фильм аслисемшӗн те, шкул ачисемшӗн те питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Поэтӑн   амӑшӗ,  Агафия Николаевна, Трак енри Шывпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳсни те пире мӑнаҫлантарать. Ун ҫинчен историпе краеведени музейӗн  ертӳçи  Валентина Тихонова питӗ тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Уявра  Çеçпĕл  Мишши çырнӑ сӑвӑсене Упи шкулĕнче  вĕренекен Анна Жидова «Чӑваш арӑмне» тата «Инçе çинçе  уйра»  сӑвва Раççей Федерацийĕн  журналистсен  пĕрлĕхĕн  пайташĕ, Нестер  Янкас премийĕн лауреачĕ, сӑвӑç - юрӑç, чылай кĕнеке авторĕ Татьяна Ивановна Борисова  вуларĕç. Пирĕн ентешсем, пултаруллӑ юрӑçсем, Нестер  Янкас премийĕн лауреачĕсем Елена Энжейпа Сергей Петров юрласа куракансене  савӑнтарчĕç. Çавӑн пекех  «Эпир Çеçпĕл йӑхĕнчен» юрра (сӑвви Г. Дубровӑн, кĕвви Н. Никоноровӑн) Çеçпĕл Мишши амӑшĕ Агафия   Николаевна  çуралнӑ ентешĕсем,  Шывпуçĕнчи кану çурчĕн пултарулӑх ушкӑнĕ юрларĕ. «Заволжский»  клубĕ çумĕнчи ачасен  «Юность»  халӑх ташӑ ушкӑнĕ (ертӳçи Чӑваш Республикин  культурӑн  тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федорова )  куракансене ӑста ташласа тыткӑнларĕç. Фойере Тӗп вулавӑш йӗркеленӗ кӗнеке куравӗ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн (директорӗ - Антонина Андреева) «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри...» куравӗ, Светлана Мефодьева тӗрӗҫӗ ӗҫӗсен куравӗ, историпе краеведи музейӗн «Ҫеҫпӗл Мишши - хӗвеллӗ пурнӑҫ юрӑҫи» сӑн ӳкерчӗксен куравӗ те - пуян курӑмлӑх пулчӗ.



02 марта 2024
08:56
Поделиться