Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейскисем 2 мěшсем

Красноармейскисем 2 мěшсем

30 çул каялла Аслă Пухура чăваш наци конгресне йĕркеленнĕ. Уява Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармонийĕн керменĕнче юбилей каçĕ иртрĕ. Унта Трак енри чăваш наци конгрес уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнчĕç. Сăмах май, пирĕн район-округ уйрăмĕ республикăри 26 вырăнти уйрăм хушшинче ирттернĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Уйрăм ертÿçи Зинаида Михайлова вара çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас енĕпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашăн Хисеп Грамотине тивĕçнĕ.

 Красноармейскисем  - маттурсем! Саламлатпǎр!  Малалла та чăваш наци конгрес уйрǎмне ҁирěппěн тытса пыма ырǎ халал сунатпǎр.



16 декабря 2022
09:15
Поделиться
;