Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула республикăри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕcем пухăнчĕç

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула республикăри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕcем пухăнчĕç

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула республикăри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕcем пухăнчĕç. "Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", - шкул унта хутшăнакансене Г.Н.Волков этнопедагог сăмахĕсемпе кĕтсе илчĕ. Кунта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени ертÿçисен «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствипе Вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институт йĕркеленĕ. Унта Республикăмăр Пуçлăхĕ О.А.Николаев та хутшăнчĕ. Кунсăр пуçне онлайн мелпе Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем те форум пайташĕсем пулчĕç. Вĕсем форума хутшăнакансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе улшăнусем кĕртесси тавра калаçрĕ: "Шкулта кăна вĕрентни сахал, ывăл-хĕрпе килте те тăван чĕлхепе хутшăнмалла", – палăртрĕ Олег Алексеевич.



21 июня 2022
15:57
Поделиться