Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Юрла, тăван! конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Юрла, тăван! конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

     Чăваш халăх юррисене халăх хушшине сарас, уйрăм юрăçсемпе юрă-ташă ушкăнĕсен ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе Районти культура çурчĕ йĕркеленипе онлайн мелĕпе фольклор фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта пурĕ Трак енри 12 уйрăм юрăçпа 5 фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Чи пахи – юрăçсем ĕлĕкренех хамăр тăрăхра юрланă халăх юррисене шăрантарни. Чăваш халăх юррисем питĕ илемлĕ кĕвĕ-çемĕллĕ, тарăн шухăшлă, кăмăллă. Çав пуянлăха пирĕн паллах, упраса хăвармалла, халăх хушшине сармалла. Халăх юррисем вĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ нихăçан та чакмасть. Вĕсем авалтанах пулнă, халĕ те пур, малашлăхра та пулĕç. Вĕсенче – халăхăн кун-çулĕ, шăпи, шухăш-кăмăлĕ, хуйхи-савăнăçĕ, ăсĕ-тăнĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, чунĕ. Çавăнпа халăх юррисем ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыраççĕ те.

     Чăваш халăх юррине кăмăллакан юрăçсем конкурса тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ĕлĕкхи çи-пуç тăхăнни те юррăн сĕмне вăйлăлатать. Жюри членĕсем –Николай Никоноров, Антонина Никонорова, Римма Казакова, Зинаида Михайлова – юрă ăстисен пултарулăхне пур енлĕн тишкерчĕç. Вырăнсене палăртма, паллах, çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те, конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн,  пултаруллисенчен те пултаруллисене палăртса хăварчĕç.

     Уйрăм юрăçсем хушшинче Германова Роза Андреевна (Упи), Иванова Алевтина Геннадьевна (Тусай) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна Маркова Елизавета Аристарховна (Еншик-Чуллă), Леонидова Юлия Константиновна (Упи), Александрова Лия (Красноармейски) тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Павлова Альбина (Красноармейски), Федорова Эльвира (Красноармейски), Иванова Галина Васильевна (Çырмапуç Карай) тивĕçрĕç. Кудряшова Нина (Чатукасси) "Халăх юрри – чун уççи" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.

      Халăх юррисене ушкăнпа юрлама кăмăл тунисем хушшинче Шывпуç кану çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн, Карай кану çурчĕн фольклор ушкăнĕ иккĕмĕш, Кĕçĕн Шетмĕ кану çурчĕн юрă-ташă ушкăнĕ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕ "Халăх юрри – чун уççи" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ.

     Онлайн мелĕпе пулсан та, фестиваль-конкурс ăнăçлă иртрĕ. Пултаруллă юрăçсене – çĕнтерÿçĕсене те, хастар хутшăннисене те – ăшшăн саламлатпăр. Малашне те пысăк пултарулăх, çирĕп вăй-хал, çĕкленÿллĕ кăмăл, ăраскаллă пурнăç, телей те ăнăçу сунатпăр.



08 декабря 2020
16:31
Поделиться