Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

А. Кузнецов — Алманч тăрăхĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ĕçлĕ çул çỹревпе Алманч тăрăхне çитсе курнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов Александр Николаевича Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "О дополнительных мерах по повышению комфортности среды проживания в муниципальных образованиях Чувашской Республики" Указне пурнăçласа тротуарсем тăвас тĕллевсемпе паллаштарнă. Район ертỹлĕхĕ çавăн пекех Çĕньял Чуракассинчи Садовая урама илсе пыракан çула юсанипе (унăн тăршшĕ 450 м, ăна вырăнти пуçару бюджечĕн мелĕпе тунă), Матца юхан шывĕ урлă автотранспортпа каçса çỹреме çул тăвасси (вăл Вăрнар районĕпе çыхăнтарать) епле пынипе интересленнĕ. Юсав ĕçĕсене "Таябинка" Агрофирма" ООО (А. Попов) пурнăçлать. А. Кузнецов çавăн пекех "Таябинка" Агрофирма" обществăн уйĕсемпе паллашнă. Уй-хирте тырă-пулă хỹхĕм çитĕнет. Паянхи куна кĕрхи культурăсем акма 110 гектар çĕр хатĕрлеççĕ, 140 гектар çинче çĕр улмин рет хушшисене кăпкалатнă, çĕнĕ тырă йышăнма складсене çуса тасатнă. Механизаторсем "уй-хир карапĕсене" хĕрỹ ĕç çине хатĕрлеме тытăннă.



АУ "Редакция Красноармейской районной газеты "Сельская жизнь"
07 июля 2020
09:44
Поделиться