Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пĕр минут хушши шăп тăнă

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ Раççей историйĕнче питĕ хуйхăллă кунсенчен пĕри —Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун. 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче ăна “Асăнупа хурлăх кунĕ” тесе çирĕплетнĕ. Çак кун патшалăх ялавĕсене антарса юнлă çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнаççĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 79 çул çитрĕ. Çăмăл килмерĕ пире 1418 кунпа каçа пынă юнлă вăрçă: эпир унта 27 миллион çынна çухатрăмăр. Июнĕн 22-мĕшĕнче Мускаври Александровски паркра çак кун ячĕпе пысăк мероприяти иртнĕ. Раççей Президенчĕ В. Путин паллă мар салтак вил тăпри умне чĕрĕ чечексем хунă, Мускав вăхăчĕпе 12 сехет те 15 минутра çĕршывĕпех паттăр салтаксене асăнса пĕр минут хушши шăп тăнă. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май ку хутĕнче “Асăну çурти” акци онлайн режимĕпе иртнĕ. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççейри кашни ял-хуларах асăну мероприятийĕсем пулнă.



25 июня 2020
09:04
Поделиться