Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Малашлăхри лару-тăру халĕ хамăра мĕнле тытнинчен, йĕркене епле пăхăннинчен килет

Чăваш Енре пĕрремĕш пациент коронавируспа чирленĕренпе виçĕ уйăх çитет. Çăва кĕтĕмĕр пулсан та, вирус парăнасшăн мар-ха. Чирлекенсен йышĕ çав-çавах пысăк. Çавăнпа сывлăх, асăрханулăх пирки никамăн та манмалла мар. Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ 37 çулти пациентка вилнĕ. Çапла вара вăл пирĕн республикăра усал çак чирпе чирлекен 15-мĕш çын пулса тăнă. 1983 çулта çуралнă хĕрарăма çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче больницăна вырттарнă. ЧР Сывлăх сывхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, "унăн йывăр ытти чир те пулнă, тухтăрсем хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тунă. Апла пулин те, çамрăк хĕрарăма çăлса хăварма май килмен". Ĕнерхи кун тĕлне Чăваш Енре 3475 çын коронавируспа чирлине тупса палăртнă, 1732 сывалнă, 16 пурнăçран уйрăлнă. “Маска тăхăнмалли режим Мускавра кĕркуннен çурричченех тăсăлма пултарать”, — хăйĕн шухăшне палăртнă Раççей тĕп хулин мэрĕ С. Собянин ТАСС журналистне панă интервьюра. Сергей Семенович çавăн пекех вакцинăн пĕрремĕш партийĕ юпа уйăхĕнче паллă пулассине шаннине пĕлтернĕ. Чăваш Ен çыннисем те, пĕтĕм çĕршыври пекех, чикĕ леш енчен таврăнса пĕтеймеççĕ-ха. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕрле Чăваш Енĕн икĕ çынни чикĕ леш енчен килсе çитнĕ. Пĕри — Корея Республикинчен, тепри — Израильтен. Ентешсем Мускаври “Шереметьево” аэропорта вĕçсе килнĕ. Вĕсене малтанах Мускав облаçĕнче “Пушкино” санаторире йĕркеленĕ обсерватора вырнаçтарнă. Каярах вĕсене Муркаш районĕнчи обсерваторине куçарнă. Чăваш Енĕн 284 çынни хальлĕхе ют çĕршывсенче, вĕсенчен 38-шĕ — çул çитменнисем. Ытларахăшĕ — Таиландра, АПШра тата Индире. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа федерацин тата регионти влаçсен витĕмĕпе Тăван çĕршыва 92 çын таврăннă. Чир çав-çавах парăнасшăн мар-ха. Тĕнчере çак амакпа 7130214 чирлет, 3461618 сывалнă, 407909 вилнĕ. Раççейре ку кăтарту çакăн пек: 468039, 227095 тата 5888.



15 июня 2020
08:51
Поделиться
;