Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Туризм ыйтăвĕпе — канашлу

Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççейĕн Атăл çи регионĕнче пурăнакансем мăнаçлă юхан шывăн — аслă Атăл кунне паллă тăваççĕ. Çак кун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев Шупашкар юхан шыв портĕнче пулнă, круиз туризмне аталантарас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Кăçалхи çулла республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийĕ пулăшу кỹнипе юхан шыв порчĕ Атăлăн сулахай енне — пляжпа Сосновка поселокне пассажирсем турттарма пуçлать. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май Атăл çинче çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен пăрахутсене çỹреме чарнă. Кунти ĕç-хĕлпе “Шупашкар юхан шыв порчĕ” АО директорĕ В. Шайкин паллаштарнă. Çулленех Шупашкар юхан шыв портне Раççей тата ют çĕршыв туристсемлĕ 400 ытла карап кĕрет. Пĕлтĕр çеç 394 пăрахута, 57 пин ытла туриста йышăннă. Канашлура умри тĕллевсене тĕплĕн сỹтсе явнă.



25 мая 2020
09:50
Поделиться
;