Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Коронавирус çав-çавах парăнасшăн мар-ха

Коронавирус сарăлса пырасси çав-çавах чакмасть-ха. Ĕнерхи кун тĕлне çак амакпа тĕнчере 3145603 çын аптрать, 962801 сывалнă, 218030 пурнăçран уйрăлнă. АПШра инфекципе 1035765 çын чирлет, 142238 сывалнă, 59266 вилнĕ. Испани ку кăтартусемпе иккĕмĕш вырăнта: 236199, 127609 тата 23822. Италире 201505 çынăнне вирус пуррине тупса палăртнă, 68941 сывалса тухнă, 27359 вилнĕ. Раççейре ку кăтарту çакăн пек: 93685 çын çак амакпа нушаланать, 8527 сывалса тухнă, 871 çын пурнăçран уйрăлнă. Чăваш Ен çак кăтартусемпе Раççейри регионсем хушшинче 25-мĕш вырăнта: 502 çынăнне вирус пуррине тупса палăртнă, 97 сывалса тухнă, 8 çын пурнăçран уйрăлнă.



06 мая 2020
09:08
Поделиться
;