Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пандеми пирĕн шанчăка хуçаймĕ

 Халĕ кирек ăçта пырсан та чи малтан коронавирус инфекцийĕ пирки калаçу пуçараççĕ. Темĕнле пулсан та пандеми çав-çавах пирĕн шанчăка хуçаймĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тĕнчере çак амакпа 2640751 çын нушаланать, 724321 сывалнă, 184265 пурнăçран уйрăлнă. Асăннă чирпе уйрăмах АПШн нумай çынни асапланать: 849092, 84050 сиплеврен тухнă, 47681 вилнĕ. Испанире 208389 çын чирлине тупса палăртнă, 85915 сиплев учрежденийĕнчен тухнă, 21717 йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Италире ку кăтартусем çакăн пек: 187327, 54543 тата 25085. Раççейре чирлисен хисепĕ 62773 çынна çитнĕ. 4891 сывалса тухнă, 555 кун-çулĕ татăлнă. Чăваш Енре чирлисен йышĕ 262-пе танлашать, сиплев учрежденийĕсенчен 17-ĕн тухнă, 5 вилнĕ. Чулхула облаçĕнче 929 çынăнне çак чире тупса палăртнă, 49 сывалнă, 6 вилнĕ. Кỹршĕллĕ Тутар Республикинче кăтартусем çакăн пек: 355 тата 33, вилнĕ тĕслĕх çук. Марий Эл Республикинче чирлисен хисепĕ 333-е çитнĕ, больницăран 46-ăн тухнă, 1 çын вилнĕ.



27 апреля 2020
09:31
Поделиться
;