Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чарусене пăхăнни инфекцирен хỹтĕленме кирлĕ

Кашни вунă çуллăхра этемлĕх çĕнĕ инфекципе кĕрешет. 2002 çулта тĕнчере коронавируссен витĕмĕпе пневмони эпидемийĕ пулнăччĕ, 2013 çулта респиратор синдромĕ сарăлнăччĕ. Вĕсем пирки маннăччĕ ĕнтĕ, кăçал вара коронавирус тĕнчипех сарăлчĕ. Халĕ çĕнĕ инфекцие чарас тĕллевпе пур çĕрте те çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Коронавируспа кĕрешесси — паянхи тĕп ыйту. Çак амак АПШра уйрăмах хытă сарăлать. Ĕнерхи кун тĕлне кунта çак чирпе 560433 çын асапланать, 32634 çын сывалнă, 22115 вилнĕ. Испанире ку кăтарту çакăн пек: 166831, 62391 тата 17209. Италири кăтарту та савăнтармасть: 156363, 34211 тата 19899. Раççейре 1 миллион ытла çын тест витĕр тухнă. 15770 çыннăн коронавирус инфекцийĕ пуррине тупса палăртнă. 1291 çын сывалнă, 130 çын пурнăçран уйрăлнă. Чăваш Енре çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ 66 çынна тупса палăртнă. Икĕ пациент сипленнĕ хыççăн больницăран тухнă. Кỹршĕ республикăсемпе облаçсенче те лару-тăру çăмăл мар: Чул хула облаçĕнче 194 çыннăн инфекци пуррине тупса палăртнă, 14 çын сывалнă, пĕр çын вилнĕ. Тутарстанра 73 çынăнне инфекци тупса палăртнă, 14-ăн сывалнă, пĕр çын пурнăçран уйрăлнă. Мари Эл Республикинчи кăтарту çакăн пек: 70-5-1. Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче тупса палăртнă 15 çын (вĕсенчен иккĕшĕ — çул çитмен çамрăксем) Шупашкарти Васкавлă пулăшăвĕн больницинче тата Çĕнĕ Шупашкарти хула больницинче сипленеççĕ. Географи анлăланни курăнать. Çак йышран 7-шĕ — Тăвай, 4-шĕ — Канаш районĕсенчен. Виçĕ çын — Шупашкартан, пĕри — Улатăр хулинчен. Тухтăрсем пурне те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Чăваш Енре больницăсемпе аптекăсен алăкĕсем уçă. Сиплев учрежденийĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепех ĕçлеççĕ. Çапах та поликлинăкăсене халĕ сывлăха тĕрĕслеттермешкĕн кайма тăхтамалла. Харпăр хăйне япăх туйсан васкавлă медицина пулăшăвне чĕнсе илмелле. Шăнса пăсăлсан, ОРВИ чухне тухтăра йыхравламалла. Кун пек чухне киле дежурнăй тухтăр пырĕ. Больничнăйсене электрон мелĕпе илме пулать. Мăн кун уявĕ çывхарать. Чылайăшĕ, уйрăмах аслă ăрурисем, чиркĕве çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн çурта лартма каясшăн пулĕç. Кăçал тĕн уявне килте ирттерме тивет. Йĕркене пăсмалла мар, çемьесене упрамалла, ку йăлтах хамăршăн.



15 апреля 2020
08:57
Поделиться
;