Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Педагогика ăсталăхĕн професси конкурсĕн çĕнтерỹçисене чысланă

Трак енре январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен “Социаллă педагог-2020”, “Педагогика дебючĕ”, “Самый классный классный-2020”, “Чăваш Енри 2020 çулăн воспитателĕ”, “Чăваш Енри 2020 çулăн учителĕ” педагогика ăсталăхĕн професси конкурсĕсен муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Ăста та пултаруллă жюри çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă. Иртнĕ эрнекун Трак вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче вĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Чи пултаруллă педагогсене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх, экологи, строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи С. Григорьев, вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн пуçлăхĕ М. Фризен, РФ вĕрентỹпе наука ĕçĕнче тăрăшакансен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ С. Суховетрюк саламланă. Республикăри конкурссен муниципаллă тапхăрĕн çĕнтерỹçисем çаксем пулса тăнă: “Самый классный классный” — Красноармейски вăтам шкулĕн кадет класĕн (9-мĕш) класс ертỹçи Т.Л. Ефимова, “Чăваш Енри 2020 çулăн воспитателĕ” — “Колосок” ача сачĕн воспитателĕ И.Г. Иванова, “Социаллă педагог-2020” — Еншик Чуллă вăтам шкулĕн педагогĕ Л.А. Яркова, “Педагогика дебючĕ” — Упи вăтам шкулĕн историпе обществознани учителĕ А.А. Иванова. “Чăваш Енри 2020 çулăн учителĕ” ята Красноармейски вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхин педагогĕ В.В. Иванова тивĕçнĕ. Вĕсем район чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕç.



23 марта 2020
11:20
Поделиться
;