Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Конкурс çĕнтерỹçисем

Конкурс çĕнтерỹçисем

 Кашни çулах шкул ачисем хушшинче патриотизм туйăмне аталантарас тĕлĕшпе вăрçă темипе çырнă "Ради жизни на Земле" республика шайĕнчи конкурс иртет. Кăçал ăна Çĕнтерỹ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вара малтан районсенче пулать. Пирĕн районта ачасен пултарулăх çуртĕнче (ертỹçи — А. Клементьева) йĕркелесе ирттернĕ конкурсра пурĕ 30 ача хутшăннă. Жюри членĕсем ачасем хăйсен чăвашла е вырăсла çырнă сăввисене илемлĕ вуласа пама пултарнине тата вĕсен сăвă çырас ăсталăхне хакланă. Икĕ ỹсĕмри ачасем икĕ номинацире тупăшнă. Пĕрремĕш вырăна тухнă тăватă вĕренекенĕн хайлавĕсене республикăра иртекен конкурса ярса панă. Унти комисси сăвăсене тĕплĕн тишкерсе тухнă, чи лайăххисене палăртнă та авторĕсене иккĕмĕш тапхăрти конкурса йыхравланă (пурĕ 60 ача). Пирĕн районтан икĕ вĕренекенĕн ĕçне суйласа илнĕ. Вĕсем: Красноармейски шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Андреева (ертỹçи — З. Михайлова) тата Алманч шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухакан Каролина Васильева (ертỹçи — Г. Димитриева). Çак икĕ çамрăк сăвăç нарăсăн 29-мĕшĕнче республикăра иртнĕ конкурса хутшăнчĕç, хăйсен сăввисене питĕ ăста вуласа кăтартрĕç. Татьяна Андреева хăйĕн “Ватă асатте — паттăр салтак” сăввине илемлĕ вуласа 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Каролина Васильева “Кĕрленĕ вăрçă çĕр çинче тахçан...” сăввипе 3-мĕш вырăна тухрĕ. Конкурса хастар хутшăннă вĕренекенсене çĕнтерỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăсталăхпа пултарулăх, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатпăр. З. Михайлова.



04 марта 2020
10:29
Поделиться
;