Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кỹршĕсем патĕнче — турнирта

Кỹршĕсем патĕнче — турнирта

Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн, Трак енти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен команди Мари Эл Республикинчи Советски поселока çитсе килчĕ. Унта Советски поселокра çуралса ỹснĕ, 2000 çулта Чечен вăрçинче ОМОНра хĕсметре тăнă, хĕрỹ çапăçура пуçне хунă В.В. Дубровскине халалласа йăлана кĕнĕ уçă турнир иртрĕ. Яланхи пекех ăмăртăва Мари Элри пĕтĕм вăйлă кĕрешỹçĕсем пухăнчĕç, хăнасенчен эпир кăна пултăмăр. Пирĕн спортсменсене кунта лайăх пĕлеççĕ — пĕрре мар килсе çỹренĕ, çĕнтерỹçĕсем те, призерсем те пулнă. Çавăнпа та хуçасен кĕрешỹçисем пи-рĕн ачасемпе асăрханса та çирĕп кĕрешрĕç тата турнира вырăнти çынсем хăйсен кĕрешỹçисене хавхалантарма чылаййăн пынă. Пирĕн командăра Упи шкулĕнче вĕренекенсем — Маша Александрова, Даша Осипова, Аня Авандеева, Маша Константинова, Артем Николаев, Савелий Антонов (тренерĕ — В. Григорьев) тата Красноармейски шкулĕн вĕренекенĕ Тимур Романов (тренерĕ — И. Николаев) пулчĕç. Каçченех кавир çинче хĕрỹ тытăçу пычĕ: выляса янăшăн куççуль те юхрĕ, çĕнтерỹшĕн савăнăç кулли те пулчĕ. Артем Николаева чи йывăр килчĕ — ун виçинче 20 ача пулчĕ, анчах та вăл вĕсем хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ — çĕнтерỹçĕне тата 3-мĕш вырăн илнĕ ачана выляса ячĕ. Анна Авандеева тата Мария Константинова хăйсен ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăнсем илчĕç. Мария Александрова, Дарья Осипова, Тимур Романов тата Савелий Антонов çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Пĕлтĕр ку турнирта М. Александрова, М. Константинова тата С. Белов çĕнтернĕччĕ. Мария Александрова çапла вара турнирта иккĕмĕш хут çĕн-терчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Трак ен команди лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. В. Григорьев.



29 февраля 2020
13:24
Поделиться
;