Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Алманч шкулĕнче — шашкăпа ăмăрту

Нумаях пулмасть Алманч шкулĕнче шкул ачисен хушшинче шашка енĕпе ăмăрту иртрĕ. Ăна Красноармейски районне йĕркелесе янăранпа 85 çул тата Аслă вăрçăра Çĕнтерỹ туни 75 çул çитнине халалланă. Унта пуçламăш классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Турнир çĕнтерỹçисем çаксем пулчĕç: 1-мĕш класра вĕренекенсен хушшинче — Д. Никитин, Ф. Иванова, М. Ильина 1—3-мĕш вырăнсене пайларĕç. 2-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем хушшинче В. Герасимов — 1-мĕш, А. Ивановпа, К. Петров 2-мĕшпе 3-мĕш пулчĕç. 2-мĕш класри хĕр ачасен хушшинче — А. Филиппова, А. Максименко, Ю. Петрова 1—3-мĕш вырăнсенче. 3-мĕш класра вĕренкенсен хушшинче Д. Герасимова (1-мĕш), Д. Никитина (2-мĕш), Д. Фомина (3-мĕш) мала тухрĕç. 4-мĕш класс арçын ачисен хушшинче Р. Григорьев пĕрремĕш пулчĕ. В. Ивановпа Д. Павлов — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнта. 4-мĕш класс хĕр ачисен хушшинче — С. Егорова, Д. Фадеева, В. Сергеева 1—3-мĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Дипломсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç.

П. Яковлев.



25 февраля 2020
13:55
Поделиться
;