Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Красноармейски библиотеки — краеведени информацине упраса хăвармалли гарант

Чăваш Республикин Наци библиотеки ĕçĕ-хĕлĕн нумай çул-йĕрĕсенчен пĕри — чăваш этносĕпе Чăваш Республики çинчен калакан информацие пухасси тата ăна упрасси. Çакна шута илсе пирĕн регионти тĕп библиотека “Создание корпоративной сети библиотек Чувашии” проект хатĕрленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ — краеведени ыйтăвĕсемпе çыхăннă информацисене упраса хăварас тĕлĕшпе Чăваш енри пур библиотекăна та пĕрлештересси. Çапла майпа унта кашни кăмăл тăвакан кĕрсе информаципе усă курма пултарать. Чăваш Ен наци библиотеки асăннă проект координаторĕ шутланать. Унта пирĕн регионти пур библиотека та хутшăнать: аслă вĕренỹ заведенийĕсен наука библиотекисем; республикăри ача-пăча библиотеки; Чăваш енти муниципалитет пĕрлĕхĕсен тĕп библиотекисем т.ыт.те. Кашни проекта хутшăнакан библиотека “хăйĕн” изданийĕсене АБИС ИРБИС (автоматизированная библиотечно-информационная система ИРБИС — библиотекăсене автоматизацилемелли тытăм; вăл хальхи библиотекăн пĕтĕм тĕнчери требованисене тивĕçтерет) системăпа усă курса çырать те координатор патне асăннă библиографи çырăвне ярса парать. Наци библиотекин методика канашĕ кирлĕ çырусене суйласа илет, пурте усă курма пултаракан электронлă библиотекăн фондне пуянлатать. Статьясене, журналсене, сборниксене библиографи мелĕпе çырса кăтартнисем ятарласа йĕркеленĕ “Чувашика” краеведени базинче упранаççĕ. Асăннă базăра паянхи кун 200 пин ытла çыру шутланать. Красноармейски районĕн тĕп библиотеки “Создание Корпоративной сети библиотек Чувашии” проекта хутшăннă май “Ял пурнăçĕ” хаçата та базăна кĕртет. Библиограф хаçатри статьясене суйласа илет, “АБИС ИРБИС 64” системăпа усă курса библиографи çырăвĕ çине куçарать, Наци библиотекин координаторне ярса парать. Пирĕн районти тĕп библиотека 2019 çулта уйрăмах ăнăçлă ĕçленине палăртмалла: Наци библиотекин координаторĕ суйласа илнĕ Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленнĕ статьясем пĕлтĕр “Чувашика” базăра Чăваш енти ытти муниципаллă районсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Çапла майпа иртнĕ çулшăн пирĕн район çинчен калакан информацие электронлă библиотекăн фондне тулли калăпăшпа кĕртнĕ. Çакă Трак ен историйĕ, йăли-йĕрки, культура, искусство, спорт, политика тата ытти сферăри çитĕнỹсем çинчен калакан информаципе мĕн пур электронлă библиотекăна кĕрекенсем усă курма пултараççĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине тата ытти интереслĕ статьясен, сăвă-калавсен авторĕсене 2019 çулта пичетленнĕ материалĕсемшĕн тав тăваççĕ. 2020 çул паллă пулăмсемпе пуян. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75, Красноармейски районĕ 85 çул тултарнине паллă тăватпăр. Пĕтĕм информацие Чăваш Республикин Наци библиотекин сайтĕнче вырнаçнă электронлă базăра тупма пулать.

Е. Шепилова.



15 февраля 2020
08:06
Поделиться
;