Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнăç ỹкерчĕкĕсем

Вăхăт хăвăрт шăвать. Анчах кăрлач уйăхĕччĕ, тулли правапа нарăс уйăхĕ хуçаланма тытăнчĕ. Кăçалхи çул раснарах хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе... Ăнланма çукрах тепĕр чух. Çапах та хам курни-илтнине манăçа хăварас теместĕп.

Мучукка

Ят ятах ĕнтĕ. Унтан иртеймĕн. Ят хурасси ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕ, çураçăвĕ — Мучукка ят ялта пĕрре. Ватти-вĕттипех: “Мучукка, Мучукка пичей, Мучукка кум” тесе хисеплеççĕ Мучей Романовича Анаткасра. Çапла ăш пиллĕн хисеплесе тав тума сăлтавĕ те пур-ха. Пĕве хĕрринче пурăннă май пăр шăнсанах вак касать Мучукка пичей. “Пулăсем сывлатчăр, лайăх хĕл каçчăр”, — тет. Чăн-чăн çут çанталăк тусĕ вăл. Юр хырса вĕтĕр-шакăр валли каток та хатĕрлет. Унта хăйĕнчен кĕçĕнрех Çеменпе Якур ĕлĕкхиллех тăркăч (коньки) сырса ярăнма анаççĕ тепĕр чух. Вак касса хатĕрлени кăçал уйрăмах ăнăçуллă килчĕ. Хальхинче Çеменпе Якур коньки çине тăнипе çырлахмарĕç. Çанталăкĕ ытлашши сивĕ мартан Кăшарни уявĕнче хатĕр вакра кăвапа таранах çăвăнчĕç. — Сывлăх пултăр, Кăшарни. Тата пире манманни!.. — тесе лăх! лăх! кулчĕç ултă теçетке урлă каçнă арçынсем. — Тавах, Мучукка мучие. Кăштах шăмпăртатнă хыççăн шăлĕсене шакăртаттарса иккĕшĕ те килĕсене ăмăртмаллах тапса сикрĕç. Халь мунчара рехетленмелле-çке. Тен, пĕрер çĕр грамм чаплаттарма та тивет. Мучукка мучей савăнчĕ çакăншăн. Вăл каснă вакра ырлăх курчĕç-çке арçынсем. — Ан чирлеччĕр кăна. Турă сывлăх патăр Çеменпе Якура. Тĕрĕссипе иккĕшĕ те манăн кумсем-ха вĕсем, — хăйпе хăй сăмахларĕ те Ухвар йăмри хыçĕнчен тухса тăвалла ярса пусрĕ Мучукка.

Пат! пат! тумлать тумла

Пĕчĕкрех çан-çурăмлă Эрçук пĕр самант çурт аркине сăнарĕ. Унтан ун çинелле пат! пат! туса тумла тумлать. Аялта пысăках мар кỹлленчĕк хуçаланать. Унăн сăнĕ-пичĕ çине патлатать те тумлам туххăмрах куçсенчен çухалать. — Эпĕ йăл култăм. Мана хыçран хăвала, — тенĕн туйăнать тумлам. — Эпĕ çухалтăм тус-тантăшăм. — Вăт, çут çанталăк! Çураçма килнĕ хĕр-упраç евĕрех вăл кăçал. Шухăш-кăмăлĕ урăхларах, — тутисен хĕррисене хускатрĕ Эрçук. Яланхиллех кил картине çаврăнчĕ арçын. Картишне кĕрсе сурăхсене апатлантарчĕ. Ỹхлĕм курăкне, ешĕл çаран тĕсне хывнăскере, çăвар тулли çиеççĕ лешсем. Шăрши те техĕмлĕ, эх, сывлăшĕ те сиплĕ. — Арман чулĕсене çавăрттараççĕ çеç. Тутлăн кавлеççĕ. Путеккисем те вĕтĕ шăлĕсене эх! еплерех куçараççĕ, — йăл кулса сасăпах калаçрĕ Эрçук. Пилĕк-çурăма авма ан ỹркен çеç. Ашĕ-пăшĕ холодильнике тултармалăх та пур. Акă, анчахрах икĕ такине пусса тирпейлерĕ кил хуçи. Ялти Трашук пулăшрĕ. Паян-ыран хулари ывăлĕ авланмалла тата. Шăматкун пулас мăшăрĕпе килессе систерчĕ. Тăруках шухăшсен авăрне путрĕ пĕчĕкрех çан-çурăмлă арçын. Ир кỹлĕмпе кăнтăртан вашкăртакан çиле хире-хирĕç пăхса тăчĕ те: “Эх, Йĕке хỹре çулталăкĕнче кин кĕртсе юласчĕ хăть”, — терĕ. Шухăшĕ вырăнлă арçынăн. Çитменнине ватлăх çулĕсем те хĕстереççĕ. Çурт аркинчен пат! пат! тăвать тумла. Ăнланма хĕнтерех халь çанталăка. Мĕншĕн çапла хăтланать-ха кăрлач? Урам алăкĕ шалтлатса хупăнчĕ. Профнастил сасси ян! саланчĕ таврана. — Атте, эпир çитрĕмĕр. Акă, юнашарах кỹршĕллĕ Алманч ялĕн хĕр-упраçĕ, — Эрçука ытама илчĕ Василий. — Эпир пĕрлешме килĕшсе татăлтăмăр...

Яковлев çутисем

“Çĕнĕ” ятлă урама çитсе курар-ха. Ялăн хĕвеланăç енче вырнаçнă. Хулари пĕр-пĕр проспект евĕрех çуталать вăл каçсерен. Кунти кирпĕчрен те, йывăçран та ăсталанă çуртсем сăн-сăпат кĕреççĕ урама. Акă, 1-мĕш номерлĕ кирпĕч çуртра Тамарăпа Петр Яковлевсем пурăнаççĕ. Юр пĕрчисем евĕрех шап-шурă, илĕртỹллĕ. Сад пахчипе анкартине те, типтерлĕскерсене, пăхса ытараймăн. Унпа юнашарах, анаталла, Виталий Тимофеевпа Володя Александровăн пĕрер-икшер хутлă хăтлă çурчĕсем. Пĕлтĕр тата Григорий Фомин та блокран çурт хăпартрĕ. Тăрăшуллă арçын пулни куç кĕретех. Унпа юнашарти Вадим Белов та ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче тĕтĕм сỹнтермест. “Çĕнĕ” урамри кашни юпа çинче электричество çути ялтăрать. Çакăншăн кашниех кăмăллă. — Хамăр урамăн хастар арçынĕ çине тăнипе çуталтăмăр эпир. Тавах, Петр Николаевича. Вăл тăрăшнипе пуçланчĕ ку, — хăй шухăшне уçрĕ сакăр теçетке урлă каçнă Мария Александрова. — Вăл кабеле тата çутатмалли хатĕрсене Упи ял администрацийĕ пулăшнипе илсе килме пултарнă. Чăнах та, каçсерен çуталса халăха ырлăх кỹреççĕ çутăсем. Çынсем калашле, Яковлев çутисем вĕсем.

Г. Ефимов Тусли.



12 февраля 2020
08:10
Поделиться
;