Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнăç чăнлăхне ялан хăюллăн пăхнă вăл

 Иртнĕ уйăхра эпир халăх сăмахлăхĕн чи паллă тĕпчевçипе, Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, чăваш (тен, тап-таса чăвашлăх!) поэчĕпе, тишкерỹçипе Геннадий Федорович Трофимовпа сыв пуллашрăмăр. Чăваш сăмахĕн Ыр хавал çунатне ултă теçеткене яхăн сарнă Юмартăн хаклавĕсем, статйисем, тишкерĕвĕсем, аса илĕвĕсем, тĕпчев, сăвă, куçарнă, хаçат кĕнекийĕсем, архив материалĕсем (уйрăмах вĕсем пирки юлашки çулсенче тăтăш аса илтеретчĕ вăл!) ыттисемпе пĕрле хăй хутшăнса пухса хатĕрленĕ кĕнекийĕсем вуншар та вуншаррăн... ĕмĕрлĕх чăн-чăн хуçисĕр тăрса юлчĕç. Пĕр пысăк калăплă ĕç çырса, саманан темскерле шаккакан сехечĕпе пĕртте шайлаштармасăр, е, тен, шухăшсен чуппине тĕлĕрсе кайма париччен, унăн пултарулăхне пур енлĕн тивĕçлипе хаклама пуçламалла. Пире таçтан çỹлтен сăнакан Пултарулăх Кăлетĕн Сапăр Хуçи, Вăй-хăват Кỹревçи, Сăмах Парнелевçи, Аваллăх Управçи, Ятсен Йĕркелевçи сăвăçсене ятарлăн шырать пулас, вăл мĕнле ĕçлеме тăрăшнине, нушаланнине, “çуннине” пăхса савăнать, ăс-хакăл хăймипе чăппи тулса тин çеç кĕвĕлнĕ хуранĕн “хупăлчине” уçса авторне кирлĕ чухлĕ пархатар-хавал, пархатар-халал, пархатар-талант, пархатар-кăмăл майĕпен-майĕпен валеçет! Поэчĕ вара чăннипех пин-пин сăмахăмăрăн тем пысăкăш йывăççин куçа курăнман “шерпет-йĕкелĕсене” сăна-сăна, суйла-суйла ниме пăхмасăр вĕсене ниепле те лăпланайми чунĕ-чĕринче шĕкĕлчет, кирли калăплансан — талпăнса та çỹçенсе хавхаланать, вулакан валли ку таранччен пичетленменнине шыра-шыра çыпăçуллă та кăсăклă хальхи пурнăçшăн питех кирлĕ çĕнĕ йышши текстсем хайлас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр хăшкăлать, çав вăхăтра çамки çине пăтăр-пăтăр тухса ларнă тарне, çавăн чухлĕ нушаланса ĕçлени хăçан çителĕклĕ нухратпа каялла çаврăнса килейĕ-ши тесе (пулма пултарайманнине те ĕненет вĕт чăваш!) шухăшлать, ăна турткаланса шăлса илет те малаллах ниме пăхмасăр çырать, “пурнать, ĕçлет чăваш, юлмасть йышран”. Çакă çутă тĕнчене Турри ăна чăннипех çырма янă пулсассăн вара! Тен, малашне ЧĔЛХЕмĕрти СĂМАХА ытти ырă улшăнусемпе пĕрле психотерапи шайĕнче пăхсан çеç “ку çанталăк” улшăнма пултарĕ. Паллах, ăна шанни те “улăм пĕрчинчен” тытăнса юлнипе пĕр пекрех пулĕ! Анăçра поэт вăл — профессор е филолог. Раççейри çыравçă вара (чылай чухне хăйĕн интереслĕ шухăшĕсемпе влаçрисене ура айне лексе чăрмантаракан-скер) — малашне пулмаллине уçăмлăн палăртма тăрăшакан çеç. Нумай чухне тата ăна хăйне çеç мухтаса кăтартаканскер тесе критиклеççĕ. Каланинче ун пеккисем те пур. Эппин, мĕн пытармалли пур, кунта тĕрĕсси те çителĕклех пулма пултарĕ! Çав енчен пăхсассăн — пĕрисен, чăннипех пултаруллисен, ĕçлеме пултараканнисен кашни ĕç кунĕ 10-15 сехете çити те тăсăлать теççĕ. Шел, çамрăк çыравçă-кĕнекеçĕсен, сăмахçăсен, чĕлхеçĕсен хамăр шайра малалла ỹсме май паракан нимĕнле конкурс та, фестиваль те, наци премийĕ те çук. Ячĕшĕн тенĕ пек хаçат-журналта ваккăн-тĕвеккĕн калаçни нимĕнле усă та кỹреймест пулĕ. Мĕншĕн эпир вырăс-тутарсенни пек ĕçе йĕркелеме пултараймастпăр. Тен, хальхи шайра пĕтĕмпех укçа_нухратпа çыхăннă. Наци конгресĕпе Чăваш халăх академийĕ кун пирки тăтăш калаçнине илтетпĕр. Мĕншĕн халĕ те “Чăваш халăх писателĕ” хисеплĕ ята илнисен йышĕнче пĕр чăваш хĕрарăмĕ те çук. Курмастпăр, хисеплеместпĕр-ши сăмах ăстисене. Е чаплă пирĕн ỹнерçĕ Праски Витти калани чăннипех тỹрре килет-ши вара. Вăл çапларах каланăччĕ пулас, “Нихăш халăх та хăйĕн хĕрарăмĕнчен çапла нишлĕлентерсе кулмасть!” Хальхи тăтăш сарăлнă сăмахпа каласан, Чăваш культуринче Л.Н. Сачкова хăй “бренд” вĕт!!! Тăван литературăн шурлăхран тухмаллах пек туйăнать. Ирĕксĕрех чăваш сăмахĕ ик-виç çынна çеç кирли пирки шутлама тивет. Ыттисен мĕнле пурăнăç тата вĕсене ăçталла уттарса хавхалантаракан кăсăклăх пулнине пурте лайăх куратпăр, туятпăр, сисетпĕр. Паянхипе ыранхине шур хут çинче тивĕçлĕн палăртса пурин патне те çитерес килекен шухăш пурах-тăр кирек епле çыравçăн та. Те ывăннăран, те ытлашши “çунса” кайнăран, хăш чухне вара ик-виç йĕрке çырнипех кун-кунлать вăл, ку таранччен пичетленнĕ тĕнче шайĕнчи классикăна та тепĕр хут вуласа пăхать, маларах çырнисенчи предложенисене хăйне килĕшекен путишле ик-виç сăмах çĕнĕрен кĕртсе лартать, ăсталăх сĕрекине сĕтеклĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем лекессе кĕтет. Куйкăрăш кайăкĕ аякран вĕçсе иртнине пăхмасăрах, сăвă кĕнекине çĕнĕлле кăларма ĕмĕтленет, çав эрешленнĕ йĕркесемпе пĕрлех ятарлă лазерлă диск çинче унăн хăйĕн сăввисене вуланă сасси те пултăрччĕ тесе тăрăшать. Тĕнче тетелĕ тапхăрĕнче пурăнмастпăр мар-и... Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра çакăн пек “универсаллă” кĕнекесене те алла тытса курас килет пирĕн... Анчах та нимĕн те хăйне-хăй тата хăй тĕллĕнех пулмасть иккен. Сăвăç-çыравçăн чунри кĕвви янăрать пулинех, тĕпленсе ларса çырма хистет, анчах та “кунтан” тахçанах кайнисене те чĕртме пулăшакан Вăхăт-Хуçа куç умне ассăн сывлаттаракан, ытларах хальхи пурнăçăн нушисене пĕр шелсĕр кăтартакан сăнсене умлăн-хыçлăн кăларса тăратать. Поэтăн вара ирĕксĕрех хăйĕн, тĕрлĕ йышши кăмăл-сипетпе (унăн ыррине те, усаллине те кăтартма пĕлмелле!) тата сапăрлăхпа тулнă “йăвине”, шаларах, ыттисенчен пытанарах кĕрсе ларма тивет... Унта вара пĕтĕмпех хăйĕн пысăк пĕлтерĕшпе яркăчланă поэзи тĕнчи. Çыраканĕ сĕтел хушшине пĕр тĕрлĕ çын (çĕр çинче этем нумай та, çын сахал!) пулса ларать, тепĕр йышши çынах пулса унтан çĕкленет. Çавăнти пур пуянлăха кăтартма пĕлнине тăван халăхăмăр туйрĕ пулсассăн — хайлав хăйĕн вулаканне, вулама пăрахнă хальхи тапхăрта та, тупатех! Апла пулин те, иртнĕ кунсен çутинче Юмарт пирки çырнисем çителĕклех. Эпир тĕнчипех паллă Айхи сăмахĕсене çеç (Юмарта халалланисем вĕсем темиçе те!) тепĕр хут аса илĕпĕр. Вăл йĕркесенче — асаплă чĕре, нимĕнпе те аркатайми туслăх, темле куçа курăнман чăрсăр вăхăтсем, çакă кĕнекен идейи те санпа юнашар, сан çумăнта, эсĕ пурăннă йывăç çуртăн картлашки çинче çуралнăччĕ, 1968 çул, çуркунне... — паянхи пек астăватăп... — иксĕмĕр те яш çынсемччĕ тата! Мĕн чухлĕ ĕç-пуç пулчĕ унтанпа — шанчăкĕ те, пăшăрханăвĕ те, кĕтни те! Эсĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр маншăн тунă ĕçре, чăн-чăн соавтор пек пултăн (кăна çĕр хут каласан та ытлашши пулмасть), шанчăкра-пăшăрханулăхра тăванран тăван пултăн. Тайма пуçăм сана — çĕре çити (1986). Юратнă Юмартăм, тăванран та тăван Хуначийĕм, чăваш сăмахлăхĕнчи санăн ĕçĕ-хĕлỹ хĕрĕх çула яхăн ăшăтса тăнине чĕререн тав туса аса илнĕ май, санăн Митталла ырă та ăслă, тĕплĕ те типтерлĕ Юрру-Сăмаху умĕнче пуçăма таятăп, — сыв пул, пур пул! — пархатарлă пултăр — пуласлăху, иксĕлми пултарулăху (1998)... Сыпăкран сыпăка килекен ăш пиллĕх юлчĕ Юмартра тата унăн таврăнми чыслăхĕ, ирĕклĕхĕ, таса чунлăхĕ. Ыр кăмăллăхпа пĕрле куçăмăрсене пĕртте курăнман “тавралăхри” темĕнле асар-писерсем çине пăхмасăрах килĕшỹ, мирлешỹ, çураçу çулĕпе уттарма тăрăшрĕ вăл пире ку таранччен. Ăста çыравçă-лирик ăс парулăхне чи малтан каллех кам асăрхать-ши? Хальхи вулакан, литература тишкерỹçи, тен, тус-юлташĕ... Çыравçăн кун-çул çĕклемĕ, ыттисемпе танлаштарсан (сăмах мĕн пирки пынине эсир питĕ лайăх пĕлетĕр) пушшех йывăр пулчĕ... Апла пулин те çак пурнăç урапине вăл пĕртте хурламарĕ. Унăн тĕлĕнтермĕш вăйĕ малашне те çамрăксене чăвашлăх ани çинче вăй хурсах ĕçлемешкĕн пушшех хавхалантарĕ тесе шутлатăп!!! Л. Петров-Атлай.



08 февраля 2020
08:12
Поделиться
;