Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ветерансен канашĕн ертỹçи

Ветерансен канашĕн ертỹçи

Нинăпа Пикшикри фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕл пултăмăр, пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн калаçу çăмхи сỹтĕлме пуçларĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн пĕр хушă медпунктра санитаркăра тăрăшнă вăл. “Пушă вăхăт пулнă чухне кĕркелесе тухкалатăп, — каласа парать Нина. — Медпункт заведующийĕпе Р.К. Сергеевăпа пĕрле ĕçленисен, пурăнакан ватăсен сывлăхĕ çинчен калаçкалатпăр”. Н. Шемякинăн сăлтавĕ те пур ватăсен сывлăхĕпе интересленме. 2007 çултанпа Пикшикпе Çĕньял Шетмĕ тата Кỹлçырма ялĕсенчи ветерансен канашĕн ертỹçин лавне туртса пырать. Тăватă ялпа 120 яхăн ватă. Вĕсем хушшинче ĕçленĕ вăхăтра палăрнисем те сахал мар. Сăмахран, Пикшикре пурăнакан Ивановсем — упăшкипе арăмĕ. Гурий Иванович тивĕçлĕ канăва тухичченех “Большевик” хуçалăхра тракторпа пур ĕçе те хутшăннă. “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ — Елена Ивановна нумай çул хушши Пикшикри магазинта вăй хунă. Иккĕшĕ те 87 çулта. — Çĕньял Шетмĕре пурăнакан 87 çулхи Тамара Степанова Сартăван ферминче дояркăра тимленĕ, темиçе çул хушши район тата республика шайĕнче ĕнесенчен сĕт суса илессипе малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Пурте вĕсем ырă ята тивĕçлĕ, пурин çинчен те çырма пулать, — тет Н. Шемякина. Пикшикри кану çурчĕ çумĕнчи “Шанчăк” ушкăнра çурри ытла тивĕçлĕ канăва тухнисем. Г. Васильева, Н. Спиридонова, В. Михайлова юрланисене курма пыракансем ăшшăн йышăнаççĕ, алă çупса саламлаççĕ. Кашни çулах ваттисен кунне уявланă чухне Светлана Тарасовăпа тутлă шỹрпе пĕçерсе хăналатпăр, уйăрса панă такине те хамăрах тирпейлетпĕр, — калаçăва тăсать вăл. Кил-çуртран тухса çỹрейменнисем патне килĕсене кайма та вăхăт тупать ертỹçĕ. “Мĕнле çĕр каçнине, сывлăхĕсем... Ватăна нумай кирлĕ-и, ăшă сăмах та пыл пекех. Кỹршĕре пурăнакан Серафима Андреева патне кĕрсе тухман кун та çук”, — палăртать вăл. Кỹршĕллĕ Вăрнар районĕн хĕрĕ пулнă, Кỹлхĕрри Хапăс ялĕнче 1954 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ Нина. Ашшĕ — Александр хуçалăхра платникре тăрăшнă, амăшĕ — Мария пахчаçă пулнă. Сакăр ачаран Нина çеç таса сывă паян. Вăтам шкул вĕренсе пĕтерсен хĕр Вăрнарти ДСУ-ра каменщик пулса ĕçлеме пуçланă. Çак вырăнта Вăрнарти Сельхозтехникăн мастерскойне тата типографи çурчĕсене купаланă çĕре хутшăннă. Пулас мăшăрĕпе, Валентинпа, каччă хĕсметре тăнă вăхăтра паллашнă. Салтакра пĕрле пулнă кỹршĕ çамрăкĕ адресне панă, 11 уйăх çыру çỹретнĕ. Валентин службăран таврăнсан пĕрлеш-нĕ. “5 ача çуратса ура çине тăратрăмăр. Тавах Турра, пурте сывă, ĕçлеççĕ”, — сăмаха малалла ваклать Нина. 1978 çултан “Большевик” хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, хĕллехи вăхăтра гаражра кочегарта, çулла — стройкăра, ĕç тупăнсах тăнă. Мăшăрĕ Валентин тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхра “хурçă ута” алăран яман. Пĕр хушă Нина ДТ-75 тракторпа сỹреленĕ, сухалас ĕçсене хутшăннă. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Богданов йĕркеленĕ механизаторсене вĕрентсе кăлармалли курса çỹресе алла тракторист удостоверенийĕ илнĕ. “Алла усса ларма туман, алăра ĕç пултăр та пуçра ăс пултăр тетчĕ анне”, — аса илет вăл. Сартăван ферминче дояркăра ĕçленĕ вăхăтсем халĕ те асра. Т. Степанова, С. Андреева, З. Филиппова тата Т. Иванова тус-тантăшĕсемпе пĕрре çеç мар районти ĕне сăвакансен ăмăртăвĕсенче малтисен шутне кĕнĕ. “Вăл вăхăтра ертỹçĕре ĕçленĕ Ф. Семенов ăшă сăмахпа мухтаса ĕçлес кăмăла çĕклеме пĕлетчĕ”, — аса илет ветеран. Тĕп усадьбăра 1987 çулта вăтам шкул хута кайсассăн техслужащине ĕç-леме куçнă, 14 çул çак ĕçре тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хуçалăх столовăйĕнче поварта вăй хунă. Ашшĕ “Хăвна йывăр пулсан та тỹс, çынна ан палăрт” сăмахĕсем ĕмĕр тăршшĕпех пуçа кĕрсе юлнă унăн. Ачисем пулăшнипе çĕнĕ пỹрт çавăрса лартнă. Ĕне, чăх-чĕп картиш туллиех. Калаçу тăсăлнă май, тỹпере пĕлĕт пĕр самант тасалнă май, çĕр чăмăрне çутатса та ăшăтса тăракан пĕртен-пĕр хĕвел пайăркисем пỹлĕме кĕрсе хĕрарăма çупăрларĕç, шывланнă куççуль тумламĕсем çуталса илчĕç. “Çĕр çинче чи йывăр ĕç виççĕ, ватă çынна пăхасси, кивçене тавăрса парасси, хăв тунă йăнăша ăнланса çылăхна каçарттарасси”, — тет калаçăва вĕçлесе Нина аппа. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче ватă çынсен пухăвĕнче районти ветерансен Хисеп кĕнекине кĕртмелли çинчен калакан свидетельство парса чысларĕç ăна.

Л. Соловьев.



05 февраля 2020
08:34
Поделиться
;