Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Район юбилейне халалласа

Район юбилейне халалласа

Кăçалхи çул пуçламăшĕнче — кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче — тăван района туса хунăранпа 85 çул çитрĕ. “Аваллăхсăр малашлăх çук”, — тенĕ халăхра. Çавăнпах “Тимлĕх” клубăн районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче пухăннă черетлĕ занятийĕнче район центрĕнче пурăнакан аслă ăру çыннисене аваллăха аса илтерекен тĕслĕхсемпе туллин паллаштарчĕç. Çак тĕллевпе районти тĕп вулавăшăн ĕçченĕ С. Гурьева “Трак ен: ĕнер тата паян” историлле альманах — видеопрезентаци — хатĕрленĕ. Светлана Аверкиевна пуçтарăннисене унти историллĕ чăнлăхсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Хăшĕ-пĕрисене илсе кăтартасшăн та эпĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх, эпир пурăнакан тăрăхра унччен сĕм вăрман кашласа ларнă. Çынсем чăтлăх вăрманта, çырма-çатра çывăхĕнче пĕчченшерĕн пурăннă. Вĕсен ячĕсем (Ешмень, Силекке, Чикешки, Шахчу, Опаш, Тракка) халĕ те манăçмаççĕ-ха. Пурăна киле сĕм вăрмантисем Тракка патнелле пуçтарăннă. Ку вырăн — айлăмлă та тỹремлĕ, çĕрĕ те лайăх, шывĕ те çывăхрах. “Çапла вара Тракка пирĕн яла пуçласа яраканни пулнă”, — палăртрĕ Светлана Аверкиевна. Траккан йăх-несĕлĕсем Вăтакас Тракпа (Липовка) Кайри Трак (Васнар) çĕрĕсенче кил-çурт çавăрнă. “Çапла майпа Трак ялĕ пуçланса кайни 250 çултан та ытларах теме пулать. Çакăн çинчен патшалăх архивĕнче упранакан 1765 çулхи ĕçлĕ хутсем те каласа параççĕ”, — çирĕплетрĕ С. Гурьева. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Малти Трак çывăхĕнчи вăрманта Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче лашмансемпе матроссем Раççейĕн флотне тумашкăн юман каснă. Çав вырăна “Корабельная роща” тесе калаççĕ. Вăл хальхи Красноармейски вăтам шкул çывăхĕнче ларнă пулмалла. Трак тăрăхĕнче 1724 çулччен ясак тỹлекен, 1866 çулччен патшалăх хресченĕсем пурăннă. Вĕсем çĕр ĕçĕпе тимленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, чăпта çапнă, вăрман каснă. Видеопрезентаци вăхăтĕнче Светлана Аверкиевна хамăр ентеше — Пайтул Искейне те аса илчĕ. Вăл ХVII ĕмĕр варринче пурăннă паттăр чăваш кĕрешỹçи, паллă та чаплă юрăçă, Çĕрпỹ уесĕн Хоракасси (Сурăмхĕрри Карай) ялĕнче çуралнă. Степан Разин пăлхавне хутшăннă. Хăюллă та маттур çапăçнăшăн полковник ятне тивĕçнĕ. 1671 çулхи тан мар çапăçура пуçне хунă. Унăн вил тăприйĕ — хальхи Шупашкар районне кĕрекен Чиканкасси ялĕ çывăхĕнчи сăртра. Халĕ ку вырăн Çĕнĕ Шупашкар хули шутне кĕрет. С. Гурьева асăннă тăрăх, 1859 çулта Малти Тракра 56 çемье шутланнă. Вĕсенче пурĕ 274 çын пурăннă. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче ялсем пуçланнине тĕрĕсрех пĕлме майсем те пулнă. Ун чухнехи ялсенче пĕтĕмĕшлех çуртсене улăмпа витнĕ пулнă. Пушар тухсан, ялĕ-ялĕпех çунса кайнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çавна май Хусан кĕпĕрнинчи Земствăн 1874 çулхи раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ вуннăмĕш пухăвĕ пысăк ялсенчен уйрăлса тухма ирĕк пама йышăннă. Çавăн пекех ялсен планĕсене (схемисене) туса хатĕрлеме кирлине палăртнă. Çырса хатĕрленĕ ял планĕсене Хусан кĕпĕрнин губернаторĕ алă пусса çирĕплетнĕ. 1879 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче кĕпĕрнен Земство правленийĕ Етĕрне уесĕнчи Малти Трак ялĕн губернатор çирĕплетнĕ планне тавăрса панă. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче 100 киллĕ Малти Тракра тăватă класлă шкул (1890), тимĕрçĕ лаççи, шыв арманĕ, лавкка, пасар ĕçленĕ. Трак пасарĕ эрнере пĕрре — вырсарникунсенче пухăннă. Ялта та Тури урам, Анатри урам, Шункул, Йỹç кас, Йăлăм, Малти урам пулнă. Светлана Аверкиевна кунпа пĕрлех хамăр тăрăхра Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче, “чаппан вăрçи” вăхăтĕнче, коммунăсем туса хунă хыççăн, Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулĕсенчи Аслă вăрçи пынă чухне, ун хыççăн каярахпа пулнă тата хальхи ырă улшăнусене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ, аслă ăру çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. “Ĕлĕкхипе хальхи пурнăçа, чăн та, танлаштараймăн. Пирĕн район та паян çĕршывпа республика утăмĕнчен кая юлмасăр çирĕппĕн аталанса пырать”, — терĕ вăл, истори чăнлăхĕн страницисене пĕтĕмлетнĕ май. Пухăннисем умĕнче çавăн пекех В. Серафимов тавра пĕлỹçĕ тата ял историне япăх мар пĕлекен А. Аркадьев тухса каларĕç, район аталанăвĕнчи паха улшăнусем çинче кĕскен чарăнса тăчĕç. Видеопрезентацие “Раççей пенсионерĕсен Пĕрлĕхĕ” общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А. Дмитриева пĕтĕмлетрĕ, ăна хатĕрлесе ирттерекенсене, уйрăмах С. Гурьевăна, ларăва пуçтарăннă аслă ăру çыннисене тав сăмахĕсем каларĕ, çитес кунсенче йĕркелесе ирттермелли мероприятисем çинчен кĕскен чарăнса тăчĕ. Вĕри чей ĕçнĕ май, ăшă кăмăллă лару-тăрури калаçу малалла тăсăлчĕ.



05 февраля 2020
08:24
Поделиться
;