Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Чи пултаруллисем палăрнă

Чи пултаруллисем палăрнă

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем ирттеççĕ. Нумаях пулмасть кунта Трак енри шкулсенчи 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче çул-йĕр правилисене пĕлес тĕлĕшпе район шайĕнчи олимпиада иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ —вĕренекенсене çул-йĕр правилисемпе туллин паллаштарасси, ку енĕпе каччăсемпе хĕрсен пĕлĕвне куллен ỹстерсе пырасси, правилăсемпе хăйсен ĕçтешĕсене паллаштарма май туса парасси. Районти шкулсенчи 12 вĕренекен çул çỹрекенсем, пассажирсем, велосипедистсем, çул тăваткалĕ валли çирĕплетнĕ правилăсем пирки туллин каласа пачĕç, çул-йĕр паллисемпе пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Дипломсене, олимпиадăна хутшăннă ытти вĕренекенсем сертификатсене тивĕçрĕç. Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсен конкурсĕ иртрĕ. Тупăшăва вун-вун каччăпа хĕр хутшăнчĕ. А. Клементьева.



05 февраля 2020
08:27
Поделиться
;