Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çитсе курăр Трак ене, Хапăл тăвăр “Трак ене”…

Çитсе курăр Трак ене, Хапăл тăвăр “Трак ене”…

Чăнах та, шур çăмарта çĕвĕсĕр, пирĕн юрă-кĕвĕ вĕçĕсĕр... Эпир çапла çирĕппĕнех юрлатпăр, çирĕппĕнех çирĕп утăмсемпе малалла, тулли лава туртса тăвалла улăхатпăр. Профессиллĕ юрă-ташă ушкăнĕ тесе хăюллăнах калама тата мухтама юрать “Трак ен” фольклор ансамбльне... Канăçсăр çул çỹрев пулчĕ пĕлтĕр, чăнах та... Раштав уйăхĕ те канăçсăрлăхпа хускалчĕ, лăпкăлăхран вăранчĕ те тапранчĕ каллех... Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, ташă хыççăн ташă калăпларĕç пĕр шухăш-кăмăллă артистсем. Хальхинче вĕсем 17-ĕн пулсан та, пĕчĕк йышпа ялсенче хăйсен пултарулăхĕпе хавхалантарчĕç. Акă, иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Матшỹ тăрăхĕнчи Пайсупин ялĕнче 100 çул тултарнисене чысласа йĕркеленĕ уявра Н. Никоноров, Н. Яковлев, Л. Григорьев тата А. Павлова хастарсем савăнтарчĕç. Халăх кану центрне лăках тулнăччĕ, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, хак пачĕç пултарулăх ĕçченĕсене. Унччен маларах тата чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче фольклорçăсен йышĕнче дипломлă пулчĕç ĕçтешсем. Вăл районти “Юрла, тăван!” фестиваль ятпа йĕркеленнĕччĕ. Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче, эрнекун Çĕнĕ 2020 çул умĕн, районти культура çурчĕ тивĕçлĕ канăва тухнисене ăшшăн та тарават йышăнчĕ. Уява Раççейри “Пенсионерсен союзĕн” районти уйрăмĕ (председателĕ А. Дмитриева) йĕркелерĕ, унта районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕ те (председателĕ Г. Ефимов) хутшăнчĕ. Уява ытти юрă-ташă ăстисемпе пĕрлех “Трак ен” фольклор ансамблĕ пуян программăпа тухрĕ, ĕлĕкхи чăваш юрри-кĕввипе пуянлатрĕ. Мухтанмалли, аса илмелли пурах Трак ен артисчĕсен. Уйрăмах çак самантсем пĕлтĕр анлă çул хыврĕç, ырă йĕр хăварчĕç. Мĕншĕн-ха? Сăлтавĕ уçăмлă, паллах... Чăваш Республикинчи ветерансен (пенсионерсен), фольклорçăсен, юрăпа ташă хастарĕсен йышĕнче, смотр-конкурссенче ĕнтĕ, Трак енсем çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ, çапла майпа Етĕрне хулинче Гран-премие алла илнĕ. Унта “Трак ен” халăх фольклор ансамбле (илемлĕх ертỹçи А. Никонорова) ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев чысланă. Ĕçне кура хисепĕ тата хакĕ, теççĕ. Республикăри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Генрих Геннадьевич Васильев вара пархатарлă та сумлă йы-ша республикăри ватăсемпе инвалидсен “Вега” канупа сиплев çуртне пĕр кунлăха кайса канма ятарлă путевка уйăрнă пирки пĕлтерсе савăнтарнăччĕ, вăй-хал хуштарнăччĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче асăннă канупа сиплев çуртĕнче Трак енсем канчĕç, чун-чĕре пархатарĕпе савăнчĕç, кунта канакансене хăйсен юрри-ташшипе ытама илчĕç. Йышра 18-ăн пултăмăр. Унта районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен (пенсионерсен) хорĕн юрăçисем те хутшăнчĕç. Уйрăмах куракансем ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Никоноровăн, Антонина Никоноровăн, Эльвира Федоровăн, Светлана Мефодьевăн, Юрий Романовăн, Георгий Туслин тата “Трак ен” фольклор ансамблĕн “Ой, садри, пахчари”, “Ах, тесен те...”, “Эп каймăттăм вăрманне”, “Аххаяс”, “Савнине мăйăр çитерес”, ветерансен хорĕн ушкăнĕн “Полынь-трава”, “Чечексем” юррисене, хут купăс каланисене тăвăллăн алă çупса хак пачĕç. Çул çỹревре пулнисене Шупашкар районĕнчи Вăрманкас ялĕ çывăхĕнче, Атăл хĕрринче вырнаçнă сиплевпе кану “Вега” учрежденине илсе кайса килнишĕн Чатукассинчи Юрий Лукин предпринимателе (автобус водителĕ) чун-чĕре ăшшипе тав тăватпăр, Çĕнĕ 2020 çулта ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунатпăр.

Г. Тусли.



01 февраля 2020
08:31
Поделиться
;