Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн парнисен телейлĕ хуçисем

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн парнисен телейлĕ хуçисем

Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕн парнисен телейлĕ хуçисем тупăнчĕç. Кĕçĕн Шетмĕ почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ С. Козлова журналистсене ăшшăн кĕтсе илчĕ. “Ку тытăмра 4-мĕш çул тăрăшатăп. Эсир район хыпарçине çырăнса илекенсем хушшинче çакăн евĕр лотерея вылявĕ ирттернипе питех те кăмăллă", — терĕ Светлана Юрьевна. Ку тăрăхра пирĕн хаçата килĕштерекеннисем чылайăн, парнене çуркунне-кĕркунне тăхăнмалли атта вара Очкассинчи В. Андреева тивĕçрĕ. Упири почта çыхăну уйрăмне те эпир савăк кăмăлпа çитрĕмĕр. Ку енче те "Ял пурнăçне" кăмăллакансем, ăна тăтăшах çырăнса илекенсем йышлăн. Уйрăм ертỹçи Р. Харитонова пире вĕсемпе паллаштарчĕ. Акă, Çĕнĕ Йĕкĕтри Н. Гавриловах илер. Вăл район хыпарçине чылайранпа çырăнса илет. Николай Данилович райхаçат парниллĕ пулчĕ. "Ку парне чылайччен асăмра юлать ĕнтĕ", — терĕ вăл пире ăсатса янă май. Пирĕн тепĕр парнене вара Тури Кушарти А. Васильева тивĕçрĕ. Мăн Шетмĕри почта çыхăну уйрăмĕнче Е. Аленцева нумайранпа тăрăшать. Елена Александровна хăй ертсе пыракан коллектив ĕçĕпе питех те кăмăллă. Почтальонсем хăйсене шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. "Пирĕн вулаканĕсем те питех те кăмăллăскерсем", — тет уйрăм ертỹçи. Тĕрĕсех палăртать пулас вăл. Пирĕн парне — чей сервисĕ — Кушарти Виталийпе Надежда Федоровсене лекрĕ. Парнен телейлĕ хуçисем пулчĕç вĕсем.

Тав тăватпăр

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин “Красноармейски районĕн “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” хăй тытăмлăх учрежденийĕ хăйĕн вулаканĕсем хушшинче лотерея вылявĕ валли парнесем парса пулăшнăшăн Л. Посадский ХФХине (Именкасси), В. Петров ХФХине (Еншик Чуллă), “Восход” ОООна (ертỹçи М. Евграфова), райцентрти О. Кириллова (“Мастер-2”), Н. Васильев ("Елена") предпринимательсене ăшшăн тав тăвать, çирĕп сывлăх, тулли ăраскалпа ăнăçу сунать, малашне те пĕрле килĕштерсе, алла-аллăн тытăнса ĕçлессе шанать. Ю.Борисов



29 января 2020
08:07
Поделиться
;