Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

100 çулхи кинемин ырă та пархатарлă ĕçĕсем

100 çулхи кинемин ырă та пархатарлă ĕçĕсем

Тăван тăрăхран ырри тата пахи мĕн пултăр-ха урăх? Çуках та пуль! Юратнă ен хăв кирек ăçта пулсан та, хăй патнех йыхравлать, илемĕпе киленме, сывлăшĕпе сывлама чĕнет. Çавăнпах кашниех хăй çуралса çитĕннĕ яла çитме, тăван кил ытамĕнче пулма васкать. Чун-чĕрене ку чухне ырăлăх пусса илет.

1. Мĕнпе паха Кайри Карăк?

Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Кайри Карăк пысăках мар ял. Унта пĕтĕмпе те виçĕ урам çеç — Тĕп, Хĕвел тухăç тата Юхан шыв урамĕсем. Çитмĕл кил ытларах. Вĕсенче 30—40 çул каяллахинчен икĕ-виçĕ хут сахалтарах çын пурăнать. Çамрăксем нумайăнах мар, ытларах пенси çулне çитсе иртнисем. Ачасем малтанхи вăхăтра килĕрен виççĕн-тăваттăн шкула çỹренĕ пулсан, халĕ каяканнисене шутлама пĕр алăри пỹрнесем те çитеççĕ. Тĕрĕссипе, Кайри Карăк ытти ялсенчен нимпехпе те уйрăлса тăмасть темелле, çĕршыв пурнăçĕ ун çине те çав витĕмех кỹрет вĕт! Кунтан çапах та ăслăлăх çынни те, поэт та, журналист та, ытти професси çынни те тухни савăнтарать те, хăпартлантарать те, мухтанма та хистет. Çак ял район центрĕнчен 3 çухрăмра, Мăн Шетмĕ юхан шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Кĕтỹ кĕтме (мĕн тăвăн, выльăхсен йышĕ, ытти çĕрти евĕрех, кунта та чаксах пырать) анлă улăх пур. Унччен маларах çакăнта симĕс те паха, ырă шăршăллă утă туса илнĕ, купăстапа ытти пахча çимĕç ăнса пулнă. Малтан Трака çак улăх урлă тата Васнар ялĕ витĕр çỹренĕ: çитĕннисем те, ача-пăча та. Халĕ вара апла мар — пурте тенĕ пекех ялтан çур çухрăмри “Кирпĕч завочĕ” остановкăна тухаççĕ, Шупашкартан е Красноармейскинчен килекен автобуса кĕтеççĕ, унпа ларса кирлĕ çĕре хăвăртах çитеççĕ. Васканă чухне вара такси чĕнсе илеççĕ. Кайри Карăк ялĕн варрине асфальт сарнă çул илсе пырать, хытă сийлĕ çула ялах кĕртме ĕмĕтленеççĕ-ха. Килсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Тĕп урама иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче шыв кĕртнĕ, ăна колонкăсенчен ăсаççĕ. Юхăнать те, мĕн тăвăн, юсамаллах. Авă, Çĕнĕ çул иртсен, ял варринчи пăрăх пĕр тĕлтен шăтнă, ăна сапланă, эпĕ яла çитнĕ кун вара шăтăка тăпрапа хуплама пуçларĕç. Юрать-ха, ятарлă техника — экскаватор тупнă, ку ĕçе алăпа тума çыннисем те тивĕçмеççĕ. Урамсем, чăн та, унчченхи евĕр мар, каçсерен çап-çутах: юпасем çинче электроэнергине перекетлекен лампăсем çунаççĕ. Пĕр сăмахпа, илемлĕ вырăнта ларать Кайри Карăк: çе-ремĕ те, çырмисем те пур. Инçех те мар — Тапăл ту. Унта кĕр çитмессерен кăмпа, кедр мăйăрĕ пуçтараççĕ, çу кунĕсенче вара тутлă çырла пухма аван. Илемĕпе капăрлăхĕ те, пуянлăхĕ те çителĕклех кунта!

2. 100 çулхи кинемин ырă та пархатарлă ĕçĕсем

Хам ку ял кĕрỹшĕ пулатăп та, унти çынсен кăмăлĕпе мухтанатăп. Нихăçан та пĕр-пĕрне сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Пур-çукранах хирĕçес йăла та çук. Кайри Карăкра халĕ хĕрарăмсенчен çулĕсемпе чи асли — Нина Ивановна Егорова. Ун хыççăн вĕсемпе кỹршĕри Наталия Павловна Павлова пырать — 96-ра, шел те, пăхакан çукран халĕ Чатукассинчи ветерансен çуртĕнче пурăнать. Арçынсенчен вара Станислав Илларионович Илларионова çитекен çук — вăл та 80 çул урлă каçнă. Маларах хĕрарăмсенчен çулĕсемпе чи аслине асăнтăм-ха ĕнтĕ. Нина Ивановна кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Кайри Карăксем çак çула çитнисем ялта пулнине астумаççĕ. Çĕр çулхи ветеранăн пурнăçĕпе интересленсе, ун патне çитсе курасах терĕм ку хутĕнче те. Тĕп урамри 26-мĕш çуртра пурăнать вăл. Унпа пĕр хут çеç курса сăмахламан пулсан та, ветеранпа татах та татах калаçас килчĕ. Эпĕ пынă чухне Нина Ивановна апат пĕçерме çĕр улми шурататчĕ. Ĕçе хăварсах васкамасăр пукан çине вырнаçрĕ, манăн ыйтусене пĕрин хыççăн теприне хуравлама çине тăчĕ. ...Нина Ивановна 1920 çулта Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Кивьялта çĕр çине килнĕ. Йышлă, 9 ачаллă çемьере ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕ — Иван Петровичпа Акулина Кузьминична — колхозра ырми-канми вăй хунă, пепкисене те çавнах хăнăхтарнă. Нина çемьере иккĕмĕш ача пулнăран йывăрлăх маларах ун çине тиеннĕ. Пĕр тăванĕсенчен халĕ шăллĕ — Герман çеç пурăнать. 1929 çулта çуралнăскер, çемьере улттăмĕшĕ пулнăскер, халĕ Екатеринбург хулинче кун кунлать, кăçалхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 92 çула каять. Нинăн нумай вĕренме тỹр килмен, шкул вĕсен килĕнче пулнăран пурĕ те 4 класс кăна пĕтерме тỹр килнĕ. Унтан пĕчĕклех колхозри йывăр ĕçсене кỹлĕннĕ: тырă вырнă, авăн çапнă, çĕр улми туса илнĕ тата ытти çĕрте те самаях пилĕк авнă. 14 çула пуссан, чукун çул тунă çĕрте тар тăкнă, ăна Чул хулари автозавода çĕклеме кайнă пиччĕшĕ вырăнне ку ĕçе явăçтарнă. Мĕн тăвăн, вăхăчĕ çапла пулнă! Вăрçă вăхăтĕнче Нина Ивановна Мускав, Иваново тата Чул хула тăрăхĕсенче торф кăларнă. Йывăр лекнĕ хул-çурăм çирĕпленсе çитеймен хĕре, анчах та пуç усман вăл. — Ĕçрен пĕр кун та юлман эпĕ. Унта канăç курнă-ши? — аса илет ветеран. — Больница-мĕнне пĕл-мен те темелле. Халĕ, юн пусăмĕ улшăнса тăнă май, эмелсем ĕçме тивет. Сывă пурнăç йĕркине кăмăлларах паратăп. 1947 çулта вĕсем Кайри Карăк каччипе, вăрçă-ран таврăннă Петр Егорович Егоровпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ Хĕрлĕ çарта 1939 çултанпа пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшренпе хутшăннă. Аманнă. Карели, Иккĕмĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă, Белоруссипе Польшăна ирĕке кăларма хутшăннă. Наводчик, оруди расчечĕн командирĕ пулнă. Ăна виççĕмĕшпе иккĕмĕш степеньлĕ Мухтав тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн ялти М.И. Калинин ячĕллĕ хуçалăх бригадирĕнче тата председателĕнче, каярахпа районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Петр Егоровича та аван астăватăп, пĕр хут çеç мар сăмахланă, ун çинчен тата пĕрре кăна мар район хаçатĕнче те çырнă. Тĕрĕслĕхе, чăнлăха юрататчĕ вăл.

3. Ачисемпе мăнукĕсем тата вĕсен ачисем

Нина Ивановнăпа Петр Егорович туслăн килĕштерсе, пĕр çăвартан пурăннă. Иккĕшĕ 8 ача пăхса ỹстернĕ. Вĕсене хăйсем евĕр ĕçе юратма, çĕршывшăн усăллă çын пулма хăнăхтарнă. Асли — Виталий — чылай çул “Красноармейский” совхозра механизаторта вăй хучĕ, Чернобыльти хăрушă инкеке пĕтерме хутшăнчĕ. Ялти Тĕп урамрах пурăнать. Пĕр ывăл — Алеша пур, Еншик Чуллă тăрăхĕнчи Вăрманкасра кун çути курнă мăшăрĕпе Шурă Шупашкарта тĕпленнĕ, килсех çỹреççĕ. Вĕсен Димăпа Вика ỹснипе те савăнать. Ун хыççăнхи — Володя — районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче яваплă тĕрлĕ должноçра вăй хучĕ. Мăшăрĕпе — Нина Васильевнăпа хĕрне — Иннăна качча пачĕç, халĕ мăнукне — Давида ỹстерме пулăшу кỹреççĕ. Вениамин çемйипе Шупашкарта кун кунлать. Тивĕçлĕ канура пулсан та, ача садĕнче хуралçăра ĕçлет. Мăшăрĕпе — Галина Ивановнăпа икĕ ача ура çине тăратаççĕ. Вячеслав Хусанти В.И. Ленин ячĕллĕ патшалăх университетĕнче “Правоведени” специальноçне илнĕ хыççăн район прокуратуринче следовательте, Чукотка автономи облаçĕн Анадырь хулин Провидени районĕн прокурорĕнче тăрăшрĕ, ку облаçри Билибино хулин Билибино район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçларĕ. Юстицин аслă советникне 2005 çулта “Раççей Федерацийĕн прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕ” ят панă. Халĕ вăл мăшăрĕпе — Светлана Аркадьевнăпа ялта хăйсем хăпартнă капмар çуртра пурăнать. Вĕсен ачисем — Владик — следовательте, хĕрĕ — Нина — Канашри прокуратурăра ĕçлеççĕ. Валерий “Красноармейский” сов-хозра, районти “Сельхозхими” пĕрлешĕвĕнче тата райпора ĕçлерĕ. Халĕ — тивĕçлĕ канура, амăшне пăхнипе пĕрлех килти выльăх-чĕрлĕхшĕн — ĕнепе пăрушăн тата сурăхсемшĕн яваплă: вăхăтра тăрантармалла тата шăвармалла. Кунсăр пуçне общество ĕçĕнчен те аякра тăмасть: ял старости вăл. Вася тата Владик — йĕкĕрешсем. Вася тинĕсе пулă тытма çỹрет, Камчатка Петропавловскĕнче пурăнаканскер, ялта та пысăк кирпĕч çурт лартнă. Килсех çỹрет, акă, амăшĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума та кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче яла таврăнчĕ. Владик вара “Норильскникельте” вăй хунă, халĕ Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче пурăнать. Мăшăрĕпе — Надежда Викторовнăпа пĕр хĕр — Ксюшăна ỹстереççĕ. Кĕçĕнни — Валентин Шупашкарта пурăнать, тĕп хуламăра чечексемпе илемлетес çĕрте тимленĕ. Çакăн евĕр ывăлсемпе, мăнуксемпе тата мăнукĕсен ачисемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать паян Нина Ивановна.

4. Ял çыннисем — Н.И. Егорова çинчен

Светлана Сергеевна Маркова, почта çыхăнăвĕн ĕç ветеранĕ: “Эпĕ ку ялти Николай Степанович Маркова 1973 çулта Крентейкасси ялĕнчен качча килтĕм. 20 çул ытла почтальонкăра ĕçлерĕм, ял çыннисене хаçат-журнал валеçрĕм. Нина Ивановнăн аслă ывăлĕпе — Виталийпе юнашар пурăнатпăр. Кỹршĕре килĕшỹллĕ пулмасан май та çук. Тарават та ăшă кăмăллă хĕрарăм вăл, ачисем те хăй евĕрех”.

Феврония Васильевна Степанова, 87 çулта пырать: “Эпĕ ку яла Янкас ялĕнчен качча тухрăм. Унтанпах пĕлетĕп ырă кăмăллă Нина Ивановнăна. Пĕрле хутшăнса пурăнатпăр. “Пăчăр кин” тет вăл мана. Çу кунĕсенче урамра унпа юнашар калаçса ларма питех те савăк”.

Зоя Степановна Иванова, ĕç ветеранĕ, 81 çулта пырать: “Лайăххине кăна калама пултаратăп ун пирки. Ачисене те тĕрĕс воспитани пачĕç. Çынсем хушшинче ырăпа çеç палăраççĕ. Нина Ивановнăна 100 çул тултарнă май пур кăмăлтан саламлатăп”. Çак сăмахсем çумне эпĕ те хутшăнатăп. Нина Ивановнăна ырă та ăшă кăмăллă калаçăва хутшăннăшăн тав тăватăп, чаплă та сумлă юбилейĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, тулли телейлĕ пурнăçпа пурăнма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çаплах пултăр!

В. Данилов.



25 января 2020
08:14
Поделиться
;