Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Улах каçĕнче

Улах каçĕнче

Аваллăха упрас, тăван халăхăн йăли-йĕркине тытса пырас тĕллевпе Трак енри культура учрежденийĕсем те уйрăм ĕç туса ирттереççĕ. Хĕл каçĕ вăрăм. Çак тапхăрта, авалхи йăлапа килĕшỹллĕн, асăну тата савăнăç уявĕсен вăхăчĕ çитет. Чăваш халăхĕ çак тапхăрта улах ларма юратнă. Çав йăла-йĕркене тытса пырас тĕллевпе эпир, Именкассинчи кану çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне çỹрекенсем, “Улах каçĕ” мероприятие хатĕрленсе куракан умне кăлартăмăр. Ял халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ ăна. “Улах каçĕнче” Любовь Шачкина, Татьяна Данилова, Валентина Тихонова, Людмила Данилова, Майя Теплова пысăк ăсталăх кăтартрĕç.

Т. Данилова.



22 января 2020
10:02
Поделиться
;