Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Пурнăç вăл — юратнă ĕç

Пурнăç вăл — юратнă ĕç

...Пурнăç урапи малаллах çаврăнать. Вăхăт сисĕнмерĕ те — 2020 çул алăкран шаккаса кĕчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха иртсе кайнă 2019 çул? РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2019 çул пирĕн çĕршывра Театр çулталăкĕ пулчĕ. Çулталăк тăршшĕпех Раççейре театра халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Театр (грек сăмахĕ — “theatron”, “курăм”, “курмалли вырăн”) — ỹнерĕн пĕр енĕ. Театрта куракансене хăйĕн шухăш-кăмăлне, шалти туйăмсене автор (е ỹкерекен) артистсен, актерсен вăййи урлă кăтартать. “Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть”, — тенĕ Франци философĕ, поэт, сатирик, публицист Ф. Вольтер. Театр вăл – чун киленĕçĕ, çав вăхăтрах вăл — асамлă тĕнче. Театр вăл — сцена çинчи пурнăç, пархатарлăх шкулĕ. Вăл куракансене хăйĕн илемĕпе тыткăнлать, шухăша ярать, этем чунĕнче ыррине, çепĕççине вăратать, кăмăл-туйăма çĕклет. Тăван Красноармейски районĕнче пурĕ 3 халăх театрĕ ĕçлет, çав шутра ача-пăча театрĕ те пур. Паянхи халăх театрĕ, унăн пурнăçĕ пирки калаçма эпĕ Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртне васкарăм. Пысăках мар хăтлă пỹлĕмре мана В.И. Петрова тата А.В. Бажбенова кăмăлпа кĕтсе илчĕç. “Романтики” халăх театрĕ ентешсене çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарсах тăрать. Кунта аслăрах çулхисем кăна мар, çамрăксем те хаваспах çỹреççĕ. __ Кĕçĕн Шетмĕри “Романтики” халăх театрĕ нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче официаллă майпа уçăлнă. Чи малтанах __ Арсентий Михайлович Михайлов ертỹçĕ “Кай, кай Ивана” спектакльпе театрăн 1-мĕш сезонне уçнă. Вăл вăхăтра ялĕпех пысăк мероприятие хутшăннине асăнса хăварас килет, _ сăмаха пуçларĕ Валентина Ильинична. 1984 çулта культура училищине анчах вĕренсе пĕтернĕ Ванюшкасси хĕрĕ Валентина Ильинична Петрова ертсе пыма пуçланă. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынă вĕри юнлă çамрăк хĕр хăйĕн пĕрремĕш “Çурхи илем” спектакле хатĕрлесе çитерсен кỹршĕ ялсене, ытти районсене бортлă машинăпа хăйсен пултарулăхне кăтартма çỹренине паянхи кун та ăшшăн аса илет. “Унчченхи яш-кĕрĕм питĕ активлă пулнă. Ялти чылай çамрăк вăл вăхăтра тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăннă. Кашни çул икшер спектакль халăх умне кăлараттăмăр. Паянхи куна халăх театрĕнче выляма кăмăл тăвакансене тупма йывăртарах”, — тет В. Петрова. — “Романтики” ят ахальтен тупăнман пулĕ? Мĕнле сăлтава пула ĕмĕтпе хавхалануллă, оптимизмлă ят çуралнă? — “Романтики” ят эпĕ пĕлỹ илнĕ училищĕпе çыхăннă, — сăмаха малалла тăсать Валентина Ильинична. — Вĕренỹ учрежденийĕнче пирĕн хамăрăн театр ĕçлетчĕ. “Романтики” ятлăччĕ вăл. Тен, эпир унпа çывăх пулнăран-и, 1984 çулта Кĕçĕн Шетмĕне килсен çак ятах йышăнтăмăр. Çапларах пуçланчĕ пирĕн спектакльсемпе интересленсе ĕçлесси... — “Халăх театрĕ” ята миçемĕш çулта тивĕçнĕ? — 1999 çулта пирĕн патне “Всегда театр” жюрисем (К. Иванов ячĕллĕ театрта вăй хуракансем) килчĕç. “Çĕнĕ ĕмĕр мыскари” спектакльпе сцена çине тухрăмăр. Жюрисем: “Мĕншĕн эсир халь те халăх театрĕ мар? Документсем хатĕрлĕр, “Халăх театрĕ” ятне паратпăр”, __ терĕç. 2012 çулта август уйăхĕнче Шупашкарти артистсем пире хаклама килчĕç. Жюри членĕсем — Владимир Григорьев (Чăваш Енри ĕçлекен театрсене ертсе пырать), И. Иванов, А. Кутузова — пысăк хак пачĕç. СССР халăх артистки В. Кузьмина хăй алă пуснă III степеньлĕ Диплома тивĕçрĕмĕр, — пĕлтерчĕ В. Петрова. — Çапла “Романтики” халăх театрĕ ятне илчĕ. Паянхи кун ертỹçĕре Алина Владимировна Бажбенова ĕçлет. Вăл культура училищин режиссер уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Пур енчен те питĕ пултаруллă çын вăл, чăн-чăн артистах пулма çуралнă çут тĕнчене. Пурне те выляттарать, култарать. Пушă вăхăтра ал ĕçĕсемпе ларать. Унра иксĕлми вăй-хал тапса тăрать, савăк кăмăла Алина Владимировна пурин патне те çитерет. — Ытларах мĕнле жанр лартма тăрăшатăр: комеди, драма, водевиль е трагеди? Халăх мĕнле спектакльсене кăмăллăн йышăнать? — Пурнăç ахаль те хăй те драма, мелодрама, комеди, трагеди... Ытларах пурнăçпа çыхăннă темăсене хускатма тăрăшатпăр. Час-часах комедисем вылятпăр. Кашни роле, характера пĕлмелле, халăх умне тĕрĕс кăлармалла, ăнланса вылямалла. Чăннипе, пăхса ларма кăмăллă та, çа-пах çăмăл ĕç мар вăл спектакль лартасси. “Халăх театрĕ” ята панă хыççăн “Укăлча умĕнче”, “Кукша пуçа куршанак çыпăçмасть” спектакльсем лартнă. А. Чебановăн “Укăлча умĕнче”, Е. Федоровăн “Шăпчăк килчĕ пахчана”, Н. Сидоровăн “Хусах Ваççа авланать”, Г. Харлампьевăн “Турикасра туй пулать” тата ыттисене те халăх умне кăларнă. — Иртсе кайнă 2019 çул — Театр çулталăкĕ — театрта мĕнле те пулин улшăнусем кĕртрĕ-и? — Улшăнусем тенĕрен, курав çине курав, мероприяти çине мероприяти пулчĕ. Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа çулталăк вĕçленичченех çапла пĕр сывламасăр тăпăртатрăмăр. Сценкăсем нумай тума тăрăшрăмăр. Иртнĕ çул театр çулталăкĕ пулнă май, çак темăпа кашни мероприятие халалласа ирттертĕмĕр. — Камсемпе мухтанма пултаратăр Эсир? Çамрăк ăру театрта вылять-и? — Хамăр хушăра тава тивĕçлĕ артистсем чылай. Театр йĕркеленнĕренпех Иван Ефремов, Алина Сергеева, Геннадий Яковлев, Светлана Ришко, Эльвира Гаврилова, Ольга Яковлева, Елена Афанасьева, Надежда Александрова, Валентина Николаева, Альбина Христофорова, Валентина Петрова, Галина Никифорова, Ларисса Никитина, Виктор Николаев, Надежда Егорова, Светлана Козлова, Надежда Федорова сцена çинче вылянă, халĕ те выляççĕ... Тăхăртака каччи Иван Ефремов 25 çул театра чунтан парăнса вылять. Пултаруллă çамрăк — Виктор Николаев — нумаях пулмасть “Чи лайăх арçын ролĕ” ята илчĕ. Яш каччă шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренет, театра кăмăллать. Паянхи пурнăç пач урăхла, ачасем те улшăннă. Вĕсен, ĕлĕкхипе танлаштарсан, вăхăчĕсем сахалрах. Çапах та май тупса вĕренекенсем пирĕн патне, “Буратино” ачасен театрне, çỹреççĕ. Унта М. Гаврилова, М. Романова, И. Ришко, М. Хайбуллина, Е. Яковлева, Д. Владимиров, К. Афанасьева, Е. Афанасьева, Н. Александрова хăйсен пултарулăхне туптаса пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă. Паянхи кун 2—3-мĕш классенчи вĕренекенсем тата аслăраххисем — Даниил Андреев, Анфиса Игнатьева, Анна Платонова, Владимир Александров, Дмитрий Гурьев, Иннокентий Козлов, Вероника Николаева, Диана Козлова “Буратино” кружока хастар хутшăнаççĕ. Ачасен “Петрушка” пукане театрĕ те куракансене савăнтаратчĕ. В. Александров, Н. Александрова, А. Игнатьева, В. Николаева, Д. Гурьев, И. Козлов, А. Платонова, Д. Андреев кунти пуканесемпе питĕ туслăччĕ. Шел, халĕ пуканесем çỹлĕк çинче тунсăхласа лараççĕ. Пĕчĕккисем, анчах çỹреме пуçланисем, тен, каярах выляма пуçлĕç... Ытларах эпир тематикăллă, вĕрентсе каланă юмахсем лартма тăрăшатпăр. Çамрăк ăрупа ентешĕмĕрĕн — Юрий Сементерĕн — хайлавĕсене халăх умне кăларатпăр. Паянхи пурнăçра телевизорпа, компьютерпа кирлĕ-кирлĕ маррине ытлашшипех кăтартаççĕ. Çав арăш-пирĕшсене пăхса лариччен ачасем театра çỹресе лайăххипе усаллине уйăрма вĕренеççĕ, вĕсен чунĕ ырăпа тулать, пуянланать. Театр ăс-тăна аталантарма, ăсталăха туптама пулăшать, сцена çинче хăйне тытма вĕрентет, — пĕтĕмлетрĕ А. Бажбенова. — Ытти театрсем евĕрех, “Романтики” халăх театрĕ те, ахăртнех, гастрольсене час-часах тухса çỹрет... Мĕнле конкурссене, фестивальсене хутшăнатăр? — Шкулсене çỹретпĕр... Кĕçĕн Шетмĕри “Çăлкуç” садикпе, хамăр шкулпа та тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Трак енре кăна мар, Муркаш, Çĕрпỹ, Шупашкар районĕсенче хамăр пултарулăха кăтартнă. “Тĕшши тымара пăхмасть”, “Кукша пуçа куршанак çыпăçмасть” тата ытти спектакльсемпе те Чăваш Енри тĕрлĕ районсене çитсе килнĕ. 2015 çулта “Вова йăмри” драмăпа Сĕнтĕрвăррине çитрĕмĕр. Халăх театрĕсем хушшинчи Республикăри “Всегда театр” фестиваль-конкурса хутшăнтăмăр. 2019 çулта районти культура çуртĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕсене, Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă И. Садовниковăпа Н. Булаткина халалланă Республикăри II “Асамлă чаршав” фестивальте “Шăпчăк килчĕ пахчана” спектакльпе пултăмăр. Театрпа çыхăннă мероприятисем чылай ирттеретпĕр. Çулсеренех Республикăри “Всегда театр” фестиваль-конкурсра, республикăри Çĕнĕ çулхи куравсен конкурсĕнче тата ытти мероприятисенче хаваспах хутшăнатпăр. Пирĕн театра çỹрекен ачасем те, тĕслĕхрен, Çĕнĕ çула, хĕл ăсатнине, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне, ачасене хỹтĕлемелли куна тата ытти уявсене те активлă хутшăнаççĕ. Иртсе кайнă çулра, акă, нарăс уйăхĕнче “Халăх театрĕ” ята тепĕр хут хỹтĕлерĕмĕр. — Спектакльпе ĕçленĕ чухне мĕнле те пулин йывăрлăхсем, хумхантаракан ыйтусем сиксе тухаççĕ-и? — Пĕтĕмĕшле илсен, ял валли спектакльсем çукрах. Пурнăç вăл ахаль те драма. Çавăнпа та комедисем выляма тăрăшатпăр. Спектакль лартас умĕн уйрăмлăхĕсене тишкеретпĕр. Пирĕн сценкăсене лартма майсем пур-и, ку е вăл роле кам выляма пултарать — çакна та шута илетпĕр. Пысăк декорацисене, пĕчĕк машинăпа тухса çỹренĕ май, илсе кайма йывăртарах. Çавăнпа та хамăра илсе çỹреме çăмăлрах пултăр тесе ытла нумай декораци çук пьесăсене шырама тăрăшатпăр, — пĕлтерчĕ Валентина Ильинична. Пурнăç малаллах чупать... Ял та ватăлчĕ. Кăçал, акă, Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем ирттерме планланă, анчах та вăрçă ветеранĕсем вилсе пĕтрĕç. Çамрăксем ялта сахалланса пыни те пăшăрхантарать. Арçын рольне те тупма йывăр. Сăмахĕсене вĕренмелле. Малтанхипе танлаштарсан, халĕ урăхла, йывăртарах... — Çитес вăхăтра премьерăсем кĕтеççĕ-и пире, куракансене? — Юлашки вăхăтра кашни çулталăка мĕне те пулин халалласа ятсем параççĕ. Çакна яланах шута илетпĕр. “Экологи”, “Ĕç çынни” тата ытти темăпа мероприятисем ирттертĕмĕр. 2020 çул — Раççей Федерацийĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ, çавна май вăрçă темипе тĕрлĕ мероприятисем палăртрăмăр. Халĕ çĕнĕ пьесăпа ĕçлеме тытăнатпăр. — Театра кăмăллакансем, хаçат вулакансем Сирĕн пирки ытларах пĕлесшĕн. Акă, Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртĕнче эсир — Алина Владимировна 28 çул, Валентина Ильинична 35 çул вăй хурса ĕçлетĕр. Хăвăр пирки каласа парăр, тархасшăн? — Пирĕн пурнăç вăл — чунтан парăннă, юратнă ĕç. Киле кайсан та ĕç, сценари пирки шутлатпăр, роль вĕренетпĕр. Манран час-часах “Мĕн вăл хобби?” тесе ыйтсан, эпĕ: “Вăл манăн ĕç” тесе хуравлатăп. Мĕншĕн тесен киле кайсассăн та тухмасть вăл пуçран. Пуçра яланах шырав, шырав, шухăш, шухăш... Çак мероприятие еплерех ирттермелле-ха, ăна мĕнле илемлетмелле, кăна мĕнле тумалла — çав шухăшсемпе çỹретпĕр эпир. Алина Владимировна, акă, яланах костюмсем çĕнетсе тăрать, тумсем çĕлет. Декорацисене те хамăрах тăватпăр, — хавхаланса каласа пачĕ Валентина Ильинична. — Кĕçĕн Шетмĕри кану çуртĕнче театрсăр пуçне тата 12 тĕрлĕ кружок пур. Ачасем те, аслисем те вокал (“Çăлкуç”, ветерансен “Шетмĕ Ен”), ташă (“Рябинушки”), шашкăпа шахмат, ỹнер, шейпинг, драма, ал ĕç кружокĕсене вăхăт тупса çỹреççĕ. Пирĕн патне килекенсем яланах “Сирĕн пек хитре клуб урăх çук, питĕ ăшă” теççĕ. Культура çурчĕ умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем лартса ỹстеретпĕр, илемлĕ пултăр тетпĕр. Шупашкарти театрсене тухса çỹреме тăрăшатпăр. Ĕçри йывăрлăхсенчен, пăлханусенчен хăтăлас, çĕнĕ вăй-хал пухас тĕллевпе час-часах тĕп хуламăра коллективпа кайса килетпĕр. Артистсене куратпăр та, тата тепĕр хутчен хавхаланса, хăпартланса каятпăр, çĕнĕ вăйсемпе хамăр ĕçе тытăнатпăр, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Алина Владимировна. — Театра çỹреме кăмăллакансене, “Ял пурнăçĕ” хаçата вулакансене Эсир мĕн сунатăр? — “Ял пурнăçĕ” хаçата кашни çулах çырăнатпăр. Хамăрăн пурнăçа район хыпарçисĕр курмастпăр. “Ял пурнăçне” чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Юратнă хаçатсенчен пĕри вăл пирĕн. Хамăр пирки çырнисене альбомсем çине пуçтарса хуратпăр. “Ял пурнăçĕ” хаçата эпир ырлăх-сывлăх сунатпăр. Малашне те вăл пире ырă хыпарсемпе савăнтарсах тăтăр, — ăнăçу сунчĕç А. Бажбеновăпа В. Петрова. Чăнах та, театр паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине эпĕ тепĕр хут туйса илтĕм. Йывăр ĕç кунĕсем хыççăн чуна кантарма халăх ялти клуба васкать, çĕнĕ куна хатĕрленет, хавхаланупа, çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа малалла пурăнма вăй илет. Сăмаха вĕçленĕ май, хамăн шухăша Г. Айхин “Çын тата сцена” сăввипе пĕтĕмлетес килет: Артист вăл — куçаруçă пек. Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне Кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех Хăй сăн-питне, ỹтне, чунне. Çĕршер сăнар туса парать Кайран вăл çак асапĕнчен. Поэма евĕр янăрать Ун ролĕ сцена тĕнчинчен. Ун ĕçĕ — аслă куçару: Ун вăйĕпе, ун таппипе Кĕрлет — ăсталăх, пултару Чăваш шăпин хавалĕпе. Апла пулсан, халăх театрĕн те ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Артистсем залра ларакансене çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарсах тăччăр.

Т. Филиппова.



17 января 2020
10:27
Поделиться
;