Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕнĕ çул — чи юратнă уяв

Çĕнĕ çул — чи кĕтнĕ уяв. Пĕчĕккинчен пуçласа ваттисем таранах çак уява юмахри пек кĕтетпĕр. Çĕнĕ çул вăл — чи асамлă, илемлĕ, хаваслă уяв. Пур çĕрте те капăр тумланнă чăрăшсем, йăлтăр-ялтăр эрешсем куçа илĕртеççĕ. Ачисем, ачисем... мĕнлерех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ Çĕнĕ çула. Пирĕн “Пучах” ача пахчинче те çак уява кĕтсе пỹлĕмсене хитрелетрĕмĕр, чỹречесене тĕрлĕ эрешсемпе капăрлатрăмăр. Паллă тунă кунсенче ташă-юрă залне пуçтарăнтăмăр. Кунта ачасем Хĕл Мучипе, Юр пикепе, юмахсенчи сăнарсемпе пĕрле тĕрлĕ юрăсем, хаваслă ташăсем, вăйăсем вылярĕç. Кашни ача Хĕл Мучине сăвă каласа пачĕ, унпа пĕрле сăн ỹкер-чĕк асăнмалăх турĕ. Паллах, ачасем Хĕл Мучирен парне илсен пушшех те савăнчĕç, ăна тав сăмахĕ каласа тепĕр çул каллех килме ыйтрĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачасен пултарулăхне курса савăнчĕ. Эпир, çак садикре ĕçлекенсем, пĕтĕм ашшĕ-амăшĕсене тата ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр. Ачасем, хальхи пекех тавçăруллă та çивĕч, ăслă та маттур пулăр, ан чирлĕр, аçăр-аннĕрсене, аслисене итлĕр. Çĕнĕ Çул ырă та мирлĕ пултăр!

С. Кузьмина.



31 декабря 2019
14:01
Поделиться
;