Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Малашлăх пирки ĕмĕтленсе пурăнар

Кашни çыншăн чи хакли — пурнăç! Вăл пуриншĕн те пĕрре кăна килет. Çавăнпа та ăна тĕлли-паллисĕр ирттернĕ çулсемпе, юрăхсăр та килĕшỹсĕр тунă хăтланусемпе ĕçсемшĕн намăсланмалла тата ỹкĕнмелле мар пурăнса ирттермелле. Вăхăт стена çинчи сехет евĕрех малалла шăвать те шăвать. Ăна кирлĕ вăхăтра чарас тесен те чарма çук. Тен, кашни çынах пурнăç ятлă пулăмра ирттернĕ кунсене çаврăнса пăхас тесе сайра-хутра кăна ун юхăмне чарма хăтланса пăхать. Анчах та çакна час-часах тусан аванччĕ: пурнăçăн лайăх саманчĕсем асра тарăнрах юлччăр, иртнĕ кунсенче тунă йăнăшсем тек ан пулччăр тесе. Пурнăçа пире иртнине хаклама, малашлăх пирки шутлама, лайăххине вĕренме панă. Йывăр вăхăтра çынна пулăшни те çакăнтах кĕрет тата ытти те. Шухăшпа иртнĕ кунсене каялла тавăрса эпир пĕтĕмлетỹ тума пултаратпăр. Çаксене кашниех хăй куçĕпе виçет. Çынсем сан пирки мĕн шухăшланă, мĕн калаçнă? Малашлăх пирки шухăшласа иртнипе хальхи пурнăçа танлаштарса пăхатпăр. Мĕншĕн çак çутă тĕнчере пурăнатпăр-ха? Малашлăхра мĕнле пурăнмалла? Хуравĕ, паллах, лайăххипе çыхăннă: усăллă пурăнмалла, ăна валли вара тĕллев кирлĕ. Çын тĕллевсĕр пурăнаймасть те. Вăл пурнăçлантăр тесен вара нумай вăй хурса тар кăлармалла. Май килмесен те алă усма кирлĕ мар. Чăтăмлăхпа вăхăтран вăйлă вăй çуках. Пурнăçа шанмалла, малалла ăнтăлмалла. Çак кĕрешỹре çĕнтерни вăл — сан ĕмĕтỹсем пурнăçланни. Пирĕн ĕмĕт пурнăçланасси вара пĕтĕмпех хамăртан килет. Пур чухне те пирĕн савăнăçа, мăнаçлăха туймалла. Çакă пире хамăра хисеплеме хăнăхтарать. Кашни çыннăн хăйĕн умне тĕллев лартсан ăна пурнăçлама пĕтĕм вăйран талпăнмалла. Вĕренекен-и вăл, çулланнă е ватă çын-и... пурпĕрех. Калăпăр, шкулта вĕреннĕ чух пуласлăхунта мĕнле предмет саншăн чи пысăк вырăн йышăнасса пĕлетĕн пулсан — санăн ăна тăрăшарах та тĕплĕнрех вĕренмелле. Çакна пурнăçламасан кайран ỹкĕнмелле пулĕ. Мĕнле калаççĕ-ха ваттисем: “Чавса çывăх та çыртма çук”. Шăпу пирки шухăшласам, тусăм, хаçат вулаканăм. Акă, Çĕнĕ çул та кантăкран шаккать. Малашлăха пăхса хăйĕн мĕн тумаллине палăртма пултаракан кăна чăн-чăн çынна тухĕ. Ĕç — акă мĕн чи хăватлă та илемлĕ, ăслă никĕс çĕр çинче.

М. Романова.



31 декабря 2019
13:55
Поделиться
;