Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессипе турнир иртрĕ

Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессипе турнир иртрĕ

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче “Газпром трансгаз Нижний Новгород” филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГн ФОКĕнче бокс енĕпе Хĕл Мучин парнисене çĕнсе илессипе турнир иртрĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем вăй виçрĕç, тупăшупа кăмăллă юлчĕç. Вĕсен хушшинче выляса янисем пулмарĕç, пурте парнесене тивĕçрĕç. Турнира хутшăннисем ăмăртăва йĕркелеме пулăшнăшăн Заволжски ЛПУМГн пĕрлехи профсоюз организацине тата Красноармейски район администрацине тав тăваççĕ, Хĕл Мучипе Юр пикене уйрăм тав сăмахĕсем калаççĕ. Пурне те Çĕнĕ 2020 çул ячĕпе!!!

А. Тимофеев.



31 декабря 2019
13:59
Поделиться
;