Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

В. Кузнецова асăнса — теннис ăмăртăвĕ

В. Кузнецова асăнса — теннис ăмăртăвĕ

Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа сиплев комплексĕнче теннис тата бадминтон енĕпе СССР спорт мастерне В. Кузнецова халалласа йăлана кĕнĕ ăмăртусем пулса иртнĕ. Кăçал вĕсем шучĕпе 13-мĕш пулнă. Ăмăртусем çулленех вăйлă спортсменсене пуçтараççĕ. Кăçалхи ăмăртусем 5 категорире иртнĕ. Ветерансем хушшинче Ю. Антонов (Шупашкар) çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче В. Самохвалов (Элĕк), виççĕмĕшĕнче — В. Шайков (Шупашкар). Арçынсем хушшинче призлă вырăнсене Шупашкар хăнисем çĕнсе илнĕ: Б. Гребенщиков, Ю. Антонов, С. Иванов. Арçын ачасем хушшинче малти виçĕ вырăна Ю. Никандровпа М. Петров тренерсем патĕнче ăсталăхне туптакан Красноармейски спортсменĕсем йышăннă: П. Яковлев, Н. Яковлев, Д. Васильев. Хĕрсем хушшинче Трак ен хĕрĕсем çĕнтернĕ: Д. Джус, Д. Васильева тата А. Михайлова (тренерĕсем Ю. Никандровпа М. Петров). Мăшăрлă тупăшура А. Ильинпа (Красноармейски) Ю. Антонов (Шупашкар) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — М. Петровпа (Красноармейски) Б. Гребенщиков (Шупашкар), виççĕмĕшĕнче — В. Харитоновпа (Красноармейски) С. Иванов (Шупашкар). Мала тухнисене Дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысланă.



27 декабря 2019
13:54
Поделиться
;