Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Ултă медале тивĕçнĕ

Ултă медале тивĕçнĕ

Çĕнĕ Шупашкарта ЧР Физкультурăпа спорт министерствин “3-мĕш №-лĕ СШОР” АУ-н çăмăл атлетика манежĕнче çăмăл атлетика енĕпе 1998—2000, 2001—2002 ç.ç. арçынсемпе хĕрарăмсем, 2003-2004 ç.ç. арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче Чăваш Ен чемпионачĕпе ăмăртăвĕ, 2005-2006 ç.ç. хĕр ачасем хушшинче республика шайĕнчи ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта Чăваш Енри хуласемпе районсенчи 600-е яхăн спортсмен хутшăннă. Вĕсем хушшинче Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă спортсменсем те пулнă. Асăннă ăмăртусене Трак ен спортсменĕсем те хутшăннă, 6 медаль çĕнсе илнĕ. Сергей Спиридонов (1996 ç.ç., 1500 м), Александр Герасимов (2002, тăршшĕне сикесси), Наталия Васильева (2004, 2000 м чăрмавсем урлă чупасси, пурин те тренерĕ Э. Филиппов), Анастасия Андрейцева (1997, 60 м, 200 м, В. Моисеев), Евгений Михайлов (2001, 2000, чăрмавсем урлă чупасси, В. Григорьев) иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăн йышăннă.



27 декабря 2019
14:06
Поделиться
;