Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Мини-футбол енĕпе тупăшса

Мини-футбол енĕпе тупăшса

Заволжски ЛПУМГăн физкультурăпа спорт комплексĕнче мини-футбол енĕпе Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн 2002—2003 ç.ç. яшсем хушшинче ăмăртусем пулса иртнĕ. Унта Трак, Упи, Мăн Шетмĕ, Красноармейски вăтам шкулĕсен командисем хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре Красноармейски шкулĕн спорсменĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Уписемпе Мăншетмĕсем. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата пылак çимĕçсемпе чысланă.



24 декабря 2019
14:09
Поделиться
;