Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çирĕм тăваттăмĕш кĕнекене кун çути кăтартрĕ

Çирĕм тăваттăмĕш кĕнекене кун çути кăтартрĕ

Красноармейски ялĕнче пурăнакан РФ журналисчĕсен тата Чăваш Республикинчи писательсен Пĕрлĕхĕсен членĕ Гурий Дубров (Кăмакал Куркки), 85 çулта пырать пулин те, пĕртте алă усса лармасть, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Çак кунсенче çеç-ха вăл черетлĕ çирĕм тăваттăмĕш кĕнекине кун çути кăтартрĕ. Аксакал суту-илỹ ĕçĕнче чылай çул вăй хунă. Çавăнпах та-и, тен, ку хутĕнче кĕнекине Красноармейскинчи потребительсен обществине туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă. “Çăкăр тути” ятлăскерте Гурий Егорович райпон çăкăр комбиначĕ уçăлнăранпа 30 çул çитнине халалланă тĕрленчĕксемпе сăвăсене кĕртнĕ. “Çăкăртан хакли çук-тăр çĕр çинче” тетпĕр те — тĕрĕсех мĕн ку. Кĕнекене кĕнĕ тĕрленчĕксен ячĕсем, тĕпрен илсен, “çăкăр” сăмахпа çыхăннă. Акă, “Çăкăр тути” ят панăскерте автор иртнĕ вăхăт патне таврăнать. Кĕнекене уçакан хайлавра вăл ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Н. Никоноровăн амăшĕ Александра Гаврилова аса илĕвĕсене тĕпе хурать. “Тăвар сапнă çăкăр чĕлли” статья авторĕ — Шăмăршăри Иван Саландаев журналист. Вăл çăкăрпа вылякан ачасене питлет, “Çăкăртан аслă пулакан — ыр курман” тенине тĕрĕс ăнланма, çăкăра упрама ыйтать. “Анне пĕçернĕ çăкăр” хайлавра Ольга Архипова ачалăхри самантсене аса илет, анне пĕçернĕ ыраш çăкрин тути паян кун та чĕлхе çинче пулнине, унăн шăрши пĕтĕм таврана саланнине пĕлтерет. Г. Дубров “Районти суту-илỹ историйĕнчен” ят панăскерте районта çăкăр пĕçерес ĕçсем епле вăй илни çинчен каласа парать. Пĕрремĕш пайра çăкăр пĕçерес ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ В. Рыбакова, М. Тимофеева, Р. Петрова, Н. Кудряшова, М. Спасов, Л. Соколова, ыттисем пирки çырса кăтартать автор. Иккĕмĕш пайра Г. Семенова, Л. Фадеева, М. Александрова, О. Краснова, М. Васильева, Г. Никитина, Р. Павлова, О. Илларионова, Т. Исаева, Н. Илларионова, Л. Михайлова, ыттисем çинчен ăшшăн пĕлтерет. “Трак енре пĕçерекен çăкăр — чи лайăххисенчен пĕри”, “Витязь” тутлă та, усăллă та”, “Кашни самант пĕлтерĕшлĕ”, “Человек прекрасен своим трудом” ятлă хайлавсенче вара коллективăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, унăн ертỹçи Е. Сидорова çинчен çырса кăтартнă. Виççĕмĕш пайра Чăваш Республикин халăха тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Красноармейскинчи райпо канашĕн председателĕ Р. Николаева панă интервью “Ачаран килĕшнĕ ĕç” ятпа пичетленнĕ. Кĕнекене çавăн пекех “Çăкри — кăпăшка, кукли — тутлă”, “Сутуçă юрри”, “Пурнăç сехечĕ” сăвăсем те кĕнĕ. Тĕрлĕ тĕспе пичетленнĕ сăн ỹкерчĕксем нумай. Пĕр сăмахпа, Г. Дубровăн (Кăмакал Курккин) “Çăкăр тути” кĕнеки, ыттисем евĕрех, кăпăшка та сĕтеклĕ “пиçсе” тухнă. Вулакансене ăна тупса вулама сĕнетĕп.

В. Данилов.



20 декабря 2019
13:56
Поделиться
;