Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Дашăпа Артем чемпион пулса тăнă

Дашăпа Артем чемпион пулса тăнă

Чỹк уйăхĕн вĕçĕнче вĕренекенсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Мари Эл Республикин Советски районĕн уçă ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Вĕсене Трак ен команди те хутшăнчĕ. Трак енсем ăмăртăва пысăк йышпа тухса кайрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен командин йышĕнче Денис Спиридонов (Красноармейски вăтам шкулĕ), Павел Данилов (Трак), Даша Осипова, Маша Александрова, Маша Константинова, Анна Авандеева, Люда Александрова, Артем Николаев, Сергей Белов (Упи) пулчĕç. Тупăшăва пирĕнсĕр пуçне асăннă республикăн ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ мĕн пур центрĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹсем ултă сехете тăсăлчĕç. Унта хăйсен виçисенче Даша Осиповăпа Артем Николаев чемпион ята тивĕçрĕç. Павел Данилов, Денис Спиридонов, Маша Александрова, Анна Авандеева, Люда Александрова çивĕч тупăшура иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕ спортсменсене асăннă ăмăртăва кайса килме пулăшнăшăн çамрăк кĕрешỹçĕсен ашшĕсене — А. Данилова, А. Спиридонова тата В. Александрова тав тăвать. В. Григорьев.



10 декабря 2019
08:27
Поделиться
;