Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Шупашкара “Атăл çинчи ахах” теççĕ

Шупашкара “Атăл çинчи ахах” теççĕ

Çитес çул эпир Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Кăçал вара Шупашкар хули 550 çул тултарнине анлăн уявларăмăр. Паллă çак событисене тĕпе хурса, районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче аслă ăру çыннисен “Тимлĕх” клубĕн черетлĕ занятийĕ — “Пилĕк ĕмĕрти хула” историпе таврапĕлỹ сехечĕ пулчĕ. Йĕркелỹçисем — районти тĕп библиотекăпа “Раççей пенсионерĕсен Пĕрлĕхĕ” общество организацийĕн районти уйрăмĕ. Ку тĕллевпе районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. Гурьева, çĕнĕ технологисене тĕпе хурса, "Атăл çинчи ахах" презентаци хатĕрленĕ. Светлана Аверкиевна унпа пухăннисене туллин паллаштарчĕ. — 1469 çулта вырăс летопиçĕнче Шупашкар пирки пĕрремĕш хут асăннă. Шупашкар аталанăвне темиçе тапхăра пайлама пулать. Пĕрремĕшĕ 1555 çулччен тăсăлать. Историрен паллă ĕнтĕ, авалхи хулаш Чебоксарка юхан шывĕн айлăмĕнче икĕ çыран хĕррипе вырнаçнă пулнă. Çуртсем йывăçран пулнăран вĕсем те, архитектура палăкĕсем те сыхланса юлман. Иккĕмĕш тапхăр — 1555 - XVII ĕмĕрĕн варри. Вырăс влаçĕ Шупашкарта йывăçран кремль тунă. Вăл сăрт çинче ларнă пулнă. Йывăç кремль темиçе хутчен те çуннă. Каллех хăпартнă. Анчах та 1774 çулхи пушарта вăл ĕмĕрлĕхех çунса кĕлленнĕ. Шупашкарта 70 çар пуçĕ (воевода), чиркỹсем чылай пулнă. 1660 — XVIII ĕмĕр виççĕмĕш тапхăра кĕрет. Çак вăхăтра, 1659 çулхи вăйлă пушарта хула пĕтĕмпе тенĕ пекех çунса кайнă пулин те, Шупашкар Атăл тăрăхĕнчи паллă хуласенчен пĕри шутланнă. Чултан Введенски соборне туса лартнă. Купсасем те пĕр тата икĕ хутлă чул çуртсем хăпартнă. Тăваттăмĕш тапхăр — XIX - XX ĕмĕр пуçламăшĕ, — пĕлтерчĕ вăл. Презентацирен çакна та пĕлтĕмĕр: ХIХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарта 5,5 пин çын пурăннă. Лесопилкăпа темиçе завод пулнă. Шупашкарта 25 чиркỹ тата 4 мăнастырь шутланнă. Шупашкар чанĕсем çинчен Лондонпа Париж таранах пĕлнĕ. Шупашкар ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Йывăçсем нумай ỹснĕ. 1930 çулччен урамсене пачах та хитрелетмен. 1920 çулта вăл Чăваш автономи облаçĕн тĕп хули пулса тăнă. Вăрçă тухас умĕн хулара 40 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 14 пинĕшĕ фронта тухса кайнă. Шел те, 5 пинĕшĕ каялла таврăнайман. Вăрçă вăхăтĕнче Шупашкара Харьковри тата Ленинградри электроаппарат завочĕсене куçарса килнĕ. 1941 çулта Чапаев ячĕллĕ заводра пĕрремĕш снарядсем туса кăларнă. 1943 çулхи çурла уйăхĕнче кондитер фабрики (халĕ — "Акконд") ĕçлесе кайнă. Блокадăри Ленинградран эвакуаципе килнĕ ачасене йышăннă, аманнă салтаксем валли госпитальсем уçнă. Шупашкарта пĕрремĕш троллейбус 1964 çулхи чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче çỹреме пуçланине сехет вăхăтĕнче Красноармейскинчи педагогика ĕçĕн ветеранĕ Е. Агаськина тата "Раççей пенсионерĕсен Пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А. Дмитриева, ыттисем хумханса аса илчĕç. Шупашкар ГЭСĕпе промышленность тракторĕсен завочĕ, нумай предприяти пирки тĕнчипех пĕлеççĕ. 1986 çулта тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Шупашкар Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. "Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ" ята пурĕ 32 çынна панă, çав шутра пирĕн ентешсем 2-ĕн — тĕп хуламăрăн Гербĕн авторĕ Э. Юрьев ỹнерçĕ (Кĕçĕн Шетмĕ) тата Шупашкар Гимнне çырнă Ф. Лукин композитор (Çавалçырма). Тĕп хуламăрта халĕ уйрăм çынсене сума суса лартнă архитектура палăкĕсем те чылай. Шупашкар хитреленнĕçем хитреленсе-илемленсе пырать. Шупашкарта паллă нумай çын пулса курнă: II Кĕтерне патша (1767), I Павăл император (1798), II Микулай патша (1836), Александр Радищев (1797), Тарас Шевченко поэт (1857), А. Пушкин (1833) тата ыттисем те. Çакна палăртни те вырăнлах пуль тетĕп. Шурă Шупашкарăмăрта çырмаллă вырăнсем чылай. Пĕчĕк юхан шывсем — Чебоксарка, Сугутка, Кайбулка, Кувшинка, Трусиха, Кĕçĕн Кувшинка — хулана хăйне май капăр сăн кỹреççĕ. Хăш-пĕр вырăн сăртлă пулнипе хула районĕсене çыхăнтармашкăн кĕперсем тума тивнĕ. Кунта пилĕк кĕпер пур: Гагарин, Калинин, Мускав, Октябрь тата Сăкăт. Çапларах калас килет: ỹс, çĕклен, капăрлан, илемлен, тăван Шупашкарăм! Хамăрăн мухтавлă тепĕр ентеш — Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер (Танăш) хăйĕн Шупашкара халалланă сăввинче еплерех мăнаçлăн каланă: Шурă Шупашкарăм, шурă Шупашкарăм, Çỹл тỹпỹ те янкăр, Атăлу та тарăн. Çĕн куна пуçлар-и чăвашла хастаррăн, Малалла пăхар-и улăпла патваррăн! Историпе таврапĕлỹ сехетне пуçтарăннă кĕмĕл çỹçлĕ ветерансене Светлана Аверкиевна Шупашкар çинчен видеоролик та кăтартрĕ. Вĕри чей ĕçнĕ май тĕп хуламăр пирки хывнă юрăсене те итлесе киленчĕç вĕсем. Кунпа пĕрлех республикăн тĕп хули пирки каласа паракан кĕнекесен куравĕпе те паллашма май пулчĕ ветерансен.

В. Данилов.



17 декабря 2019
08:22
Поделиться
;