Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Çĕр çулхисене халалланă уяв

Çĕр çулхисене халалланă уяв

Пайсупин ялĕнче "100 çулхисем" мероприяти иртрĕ. Уява 1919 çулта çуралса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене тата тыл ĕçченĕсене халалланă. Пысăках мар клуба халăх чылай пухăннă. 100 çул тултарнисен ячĕпе залра курав хатĕрленĕ. Асăну каçне килнисем çемье архивĕнчи альбомсемпе, хаçатра пичетленнĕ статьясемпе, сăн ỹкерчĕксемпе паллашма май пултарчĕç. “Пайсупинтан 1919 çулта çуралнă пурĕ 11 çын фронта тухса кайнă, çиччĕн таврăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнă тĕле эпир Çĕрпỹ, Канаш, Вăрнар, Шупашкар çар комиссариачĕсене çитсе килтĕмĕр, информацие тепĕр хут тĕрĕслесе тухрăмăр, мĕншĕн тесен Республикăри Асăну кĕнекинче те, ял тăрăхĕсем панă списокра та пирĕн 11 çын хушамачĕ çук”, — тесе пĕлтерчĕ мероприяти йĕркелỹçи Г. Тусли. Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Димитриева та уява пухăннисене саламларĕ: “Паянхи çак асăну каçне йĕркеленĕшĕн пурне те тав сăмахĕ калас килет. 2020 çулта — Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарать. Чăнах та, çак юбилее халех хатĕрленме пуçларăмăр. Акă, нумаях пулмасть Тусай ялĕнче Р. Деменцовăн ашшĕ ячĕпе Асăну хăми çакрăмăр. Кашни ялтах вăрçа хутшăннă ентешсене хисеп туса Асăну хăмисем çакни — питĕ пархатарлă ĕç. Ырлăх-сывлăх сунатăп сире!” 1919 çуралнисем: П. Егоров (1919-1998), С. Иванов, А. Иванов (1919-1944 ç. вăрçă хирĕнче пуçне хунă, Румынире пытарнă), Е. Данилов (1942 ç. пуçне хунă, Харьков облаçĕнчи Михайловка ялĕнче пытарнă), Х. Матвеев, К. Матвеев, Ф. Степанов, С. Терентьев (1919-1990, кĕçĕн сержант), В. Тихонов (1919-1942), А. Трофимов (1919-1979), Н. Фадеев (1919-1982, кĕçĕн сержант) тата тыл ветеранĕ Н. Скворцов (1919-1971) — пурте ачисен, мăнукĕсен, тăванĕсен чĕрисенче яланах асра. Уявра "Трак ен" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, А. Павлова, Л. Григорьев, Н. Никоноров, Н. Яковлев илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Сильвестр Терентьевич Терентьевăн хĕрĕ — Таисия Сильвестровна уява килнисене хăй шăрçаланă сăввине вуласа пачĕ:

Ывăл ача çуралсан

Ашшĕ-амăш савăнать.

Мачча çỹллĕш çĕклесе

Салтак пулма пехиллет.

Кăвак çỹçлĕ аслапайĕ

Çĕлерĕ пуль пир хутаç.

Аслаттийĕ васкаса

Така пусса çакрĕ пуль.

Типĕтрĕç пуль шăртанне,

Пĕçерчĕç пуль чăкăтне.

Ах, ывăлăм, "Çинкă",

Салтак çулĕ тумхахлă,

Çу çулĕпе кайса

Кĕске çулпа таврăн.

Пехил парса аттене,

Ăсатрĕç пуль салтака.

Ахăр самана пуçланчĕ,

Салтак çулĕ хупланчĕ,

Пит вăрăма тăсăлчĕ.

Шатăртатрĕ пулемет,

Гранатăсем сирпĕнчĕç,

Днепр юхрĕ юнпала,

Çăл кул тулчĕ куççульпе.

1919 çулхи, шур сухаллă,

Кăвак çỹçлĕ, 18 çулхи каччăсем.

Эсир кайнă вунпĕрĕн салтака,

Çиччĕн кăна таврăннă яла.

Ял варринче шурă палăк

Пĕлĕтелле кармашать.

Ял-йыш утать, пуç таять.

Зина аппа тирпейлет,

Чечек лартса ỹстерет,

Палăка пăхса тăрать.

Т. Филиппова.



13 декабря 2019
08:26
Поделиться
;