Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн — награда

Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн — награда

ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн VII съезчĕ раштавăн 6-мĕшĕнче Шупашкарта, Правительство çуртĕнче хăйĕн ĕçне малалла тăснă. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Л. Черкесовпа Н. Малов, ЧР прокурорĕ В. Пословский, Чăваш Енĕн министерствăсемпе ведомствăсен ертỹçисем, район-хула пуçлăхĕсем, вĕсен администрацийĕн ертỹçисем хутшăннă. Съездра М. Игнатьев сăмах тухса каланă. Унта республикăри муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсемпе ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн Правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Куликов паллаштарнă. Съездра муниципалитет тытăмĕнче чылай тапхăр тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракансене наградăсемпе чысланă.



10 декабря 2019
08:29
Поделиться
;