Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Куçса çỹрекен кубок — “Уют-Монтажра”

Куçса çỹрекен кубок — “Уют-Монтажра”

Иртнĕ шăматкун Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулăн спорт залĕнче ял хуçалăх производствин ветеранĕсене В.П. Чаховские тата В.Н. Платонова асăнса йăлана кĕнĕ йĕркепе волейбол енĕпе ветерансен командисем хушшинче черетлĕ турнир иртнĕ. Ăмăртăва уçнă май спортсменсене район администрацийĕн тата Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа Л. Алексеева, ял хуçалăх производствин ветеранĕ Л. Журавлев, В. Платоновпа В. Чаховский тăванĕсем саламланă, ăнăçу суннă. Тупăшăва тăватă команда хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре “Уют-Монтаж” çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче “Итмар” тата “Караево” командăсем. Çĕнтерỹçĕсем медальсене, Дипломсене, парнесене тивĕçнĕ. Куçса çỹрекен кубок — “Уют-Монтажра”.



06 декабря 2019
08:31
Поделиться
;