Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Тĕрĕслев тĕллевпе — ятарласа туянни

Кунта ветеринари эмелĕсем пирки сăмах пырать. Нумаях пулмасть “Ветеринари çинчен” саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Унта тĕрĕслев тĕллевпе ветпрепаратсене ятарласа туянасси пирки каланă. Тĕллев: суту-илỹ йĕркине пăхăннине тĕрĕслесси, суя эмелсем сутнине тупса палăртасси. Тĕрĕслев туянăвĕсене Россельхознадзор планĕпе килĕшỹллĕн ирттерме палăртнă. Мĕн чухлĕ тĕрĕслев пуласси регионсенчи лицензиатсен шутĕнчен килет. Сăмах май, республикăра хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх эмелĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 59 лицензиат (çак шутра курттăммăн сутакан — 5 предприяти) ĕçлет. Анчах та Чăваш Енре ку енпе лицензисĕрех ĕçлекенсем те пуррине кăçал тупса палăртнă. Пĕтĕмпе вара лицензи тата эмелсен çаврăнăшĕн контролĕ енĕпе 10 тĕрĕс-лев ирттернĕ май административлă 10 ĕç пуçарнă. Хуçалăхсенчен килекен çырусене — çăхавсене те шута илĕç. Чăн та ĕнтĕ, çынсем ветэмелсемпе кăмăлсăр пулни çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. Суя эмелсем сутлăхра пуррине вара республикăра пĕрре мар тупса палăртнă. Çулталăк пуçламăшĕнчех, сăмахран, регистрацилемен препарат — “НеоФурол” (внутриматочные палочки) куç тĕлне пулнă. Кунсăр пуçне, сиплев япалисен пахалăхне палăртас тĕллевпе 19 пробăна лабораторире тĕрĕслеттернĕ те, шел те, хальлĕхе 3 препарат требованисене тивĕçтерменни палăрнă, пур тĕрĕслев кăтартăвĕ те çитмен-ха. Пахалăхсăр сиплев япалисене: Мускавра кăларнă “Универм” порошок (ăна паразитсенчен усă кураççĕ), Саратов облаçĕнчи пĕр общество кăларнă “Новокаин” раствор тата Владимир хулинчен çитнĕ “Кальция хлорид” раствор партийĕсене тĕп тунă. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал Шăмăршă, Шупашкар, Канаш, Çĕрпỹ, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкар хулинче сутнă эмелсене тĕрĕслеттернĕ. Юрăхсăррисене вара Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкар хулинче сутнă пулнă. Çавăн пекех фармацевтика субстанцийĕсен (эмел препарачĕсем хатĕрлемелли чĕр тавар) тĕлĕшпе улшăнусем кĕртнĕ. Малашне вĕсене ял хуçалăхĕсене тỹрремĕнех сутма чарнă: выльăх-чĕрлĕхе хăвăртрах ỹстерме усă курасран. Тепĕр улшăну пирки те каласа хăварар. Раççее регистрацилемен эмелсем кỹрсе килме май пур, енчен те зоосадсенчи, цирксенчи, океанариумсенчи, дельфинарисенчи чĕр чунсене сиплесси пирки сăмах пырать пулсан. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ чĕр чунсене валли те çак йĕрке çирĕпленнĕ. Ытти улшăнусемпе специалистсем тĕплĕнрех паллашрĕç те пулĕ. Ку тытăмра ĕçлемен çыннăн вĕсене пĕлни кирлех те мар-тăр. Анчах иккĕленỹллĕ эмел тĕлне пулсан управление пĕлтерме сĕнес килет. Эпир хамăра хăнăхтарнă чĕр чунсемшĕн яваплă-çке. Вĕсем чĕрĕ-сывă пуласси шăпах пирĕн алăра.

Н. Васильева.



29 ноября 2019
15:25
Поделиться
;