Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Спорт çăлтăрĕпе" ирхи зарядка

Спорт çăлтăрĕпе" ирхи зарядка

Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта илемлĕ кĕвĕпе зарядка тăвасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне шкулта тата тепĕр ырă тĕслĕх пур: кашни çул "Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса хăнана "спорт çăлтăрне" чĕнетпĕр, унпа пĕрле çĕнĕ хусканусен комплексне вĕренетпĕр. Иртнĕ эрнере Карай шкулĕнче икĕ хут спорт мастерĕ Владислав Яковлевич Григорьев пулчĕ. Вăл биатлон тата йĕлтĕрпе чупас спорт енĕсемпе пĕтĕм тĕнчипе палăрнă. Çавăн пекех вăл Тутар Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. 2005-2010 çулсенче Красноармейски салинчи ача-пăча спорт шкулĕн директорĕ пулса вăй хунă. "Çакăн пек тĕлпулусем питĕ кирлĕ. Вĕренекенсем спортра палăрнă ентешсемпе паллашаççĕ. Унсăр пуçне ачасем паллă спортсменсенчен ырă тĕслĕх илсе спорта юратма пуçлаççĕ, ирсерен зарядка тăвас йĕркене йăлана кĕртеççĕ", — тесе çирĕплетрĕ Карай шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ В.Ю. Иванова. Л. Степанова.



29 ноября 2019
15:28
Поделиться
;