Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики Красноармейски муниципаллă округĕ

Кĕнеке культурин управçи

Кĕнеке культурин управçи

Мĕн ĕлĕкренех ял вулавăшĕ кунта пурăнакансемшĕн, шкул ачисемшĕн, вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшакансемшĕн пĕлỹ çăл куçĕ шутланнă. Çавăнпах библиотекарь, кĕнеке культурин управçи, витĕмлĕ-сумлă ятпа палăрса тăнă. Ăнсăртран мар хам Супар шкулĕнче вĕреннĕ çулсене аса илтĕм. Питех те вулама юрататтăмччĕ эпĕ. Шкулти, каярах ялти вулавăшра вуламан кĕнеке хăварман тесен те йăнăш мар пулĕ. Питех те ăшшăн йышăнатчĕç кунти вулавăшсенче тăрăшнă Анфиса Дмитриевнăна, Петр Яковлевича, ыттисене. Библиотекăна çĕнĕ кĕнеке килсен çийĕнчех вулакансене паллаштаратчĕç вĕсем, каярах вара çав произведени тăрăх вулакансен конференцине йĕркелетчĕç. Çавăнпах çак професси çыннисене туллин хисеплетĕп, вĕсемпе мăнаçланатăп та. Ăнсăртран паллашрăм эпĕ Ираида Владимирова_Ефремовăпа. Ираида Васильевна шăпах районти вулавăш ĕçченĕсен канашлăвне килнĕччĕ. Трак енри тĕп вулавăшăн вулав залĕнче чылайччен пуплесе лартăмăр унпа. — Эпĕ 1957çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче хамăр районти Нимĕчкасси Алманч ялĕнче çуралнă, — пуçларĕ калаçăвне И. Ефремова. — Пилĕк пĕр тăван çитĕннĕ эпир — Зоя, эпĕ, Валера, Галя тата Полина. Халĕ пурте тĕрлĕ çĕрте пурăнатпăр, шăпа кашнийĕн тĕрлĕрен килсе тухрĕ. Паллах, кашни ачан кун-çулĕнче ашшĕ-амăшĕ тĕп вырăн йышăнать. Шел, аслисем пирĕн хушăмăрта çук пулин те, эпир хаклă çыннăмăрсене паян кун та ăшшăн аса илетпĕр. Епле-ха унсăрăн? Пирĕн атте — Василий Владимирович мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван "Гигант" хуçалăхра трактористра тăрăшрĕ. Алманч енче малта пыракан механизаторсенчен пĕри пулнă вăл, вун-вун çамрăка çак профессие юратма вĕрентрĕ. Хаклă çыннăмăр 1956 çулта "Республикăри чи лайăх механизатор" ята тивĕçнĕччĕ. Анне — Евгения Александровна çĕр çинче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Эпир атте-аннерен пĕтĕмпех лайăххине, ыррине илме тăрăшнă, вĕсен сăмахĕнчен иртмен. Анне çапла калатчĕ: "Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче ялан малти рете ларма тăрăшаттăм. Эсир лайăх вĕреннĕшĕн, дисциплинăллă пулнăшăн учительсенчен нихăçан та ỹпкев илтмен. Сире яланах ырăпа асăнатчĕç, çавăнпа хамăн та чунăм хĕпĕртетчĕ, пухусенчен савăк кăмăлпа тухаттăм". Культура тытăмне туртăнасси ытахальтен пулмарĕ пулас манăн. Пирĕн аттен шăллĕ — Клементий Владимирович Владимиров чылай тапхăр ỹнерçĕ пулса тимлерĕ, "Чăваш халăх ỹнерçи" ята илме тивĕç пулчĕ. Зоя аппа 1975 çулта Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищине вĕренсе пĕтерсен Алманчри вулавăшра ĕçлеме пуçларĕ. Каярах пурнăç çулĕ ăна Шывпуç тăрăхне илсе çитерчĕ. 1984 çултанпа вăл Шывпуçĕнчи ял библиотекинче вăй хучĕ. Ĕçленĕ хушăрах Хусанти патшалăх культурăпа искусство академине вĕренсе пĕтерчĕ. Çаксем мана та асăннă çул-йĕре суйласа илме витĕм кỹчĕç пулас. Ираида Нимĕчкассинчи пуçламăш шкула такăрланă хыççăн 1975 çулта Алманч вăтам шкулĕнчен алла аттестат илсе тухать. Икĕ çул хушши Шупашкар хулинчи пĕр предприятире тăрăшать. — Аппа каланă сăмахсем паян кун та асран тухмаççĕ, _ тет Ираида Васильевна. _ 1977 çулта республикăри культурăпа çут ĕç училищин "библиотека ĕçĕ" уйрăма вĕренме кĕтĕм. Икĕ çултан вăтам квалификациллĕ библиотека ĕçченĕ пулса тухрăм. 1979 çултанпа И. Ефремова Чатукассинчи ялти библиотека заведующийĕ пулса тăрăшать. Çăмăл-и паян вулавăш ĕçченĕ пулма? Пĕртте çăмăл мар. Вулавăш тĕп усадьбăра, Шăнарпуçĕнче, Çĕнĕ Выççăлккăра, Çавалçырмара, Енĕшкассинче, Пулайкассинче, Типварта, Арçунакассинче пурăнакансене кĕнекесемпе тивĕçтерет. Паян библиотекăн кĕнеке фондĕнче 8400 кĕнеке. Чатукассинчи вулавăшăн тĕп енĕ ырă кăмăллăх пулса тăрать. Библиотека çумĕнче чылай çул ĕнтĕ интерессем енĕпе "Тимлĕх" клубăн занятийĕсем иртеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — ватăсен, аслă ăру çыннисен пушă вăхăтне усăллă ирттересси. Кунти тĕп усадьбăра нумай çул ĕнтĕ ватăсен çурчĕ ĕçлет. Тĕрлĕ шăпаллă вăтăра яхăн мучипе кинеми унта канлĕх тупнă. Шăпах "Тимлĕх" клубăн занятийĕсем кунта иртеççĕ те. И. Ефремова тимленипе çулленех ватăсемпе пĕрле Сурхури, Çăварни, Ватă çынсен кунĕсене ирттереççĕ, вулакансен конференцийĕсене йĕркелеççĕ, çĕнĕ кĕнесене пĕрле сỹтсе яваççĕ, интереслĕ çынсемпе, Трак тăрăхĕнчи çыравçăсемпе тĕл пулаççĕ. Кунтах çĕнĕ кĕнекесен куравĕ-сене йĕркелеççĕ. Вулавăшра ачасем валли "Всезнайка" кружок ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул сукмакне такăрлакансене вулама явăçтарасси. Кунта каччăсемпе тата хĕрсемпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесси ырă йăлара: час-часах поэзи, литература, информаци сехечĕсем, ача-пăчапа яш-кĕрĕмĕн кĕнекисен, чăваш чĕлхипе литература эрнисем, поэтсемпе писательсен юбилейлă кунĕсемпе мероприятисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи яллă вырăнсенче тĕслĕхлĕ вулавăшсем туса хурасси çинчен" Указне пурнăçласа 2004 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнчен Чатукассинче çакăн йышши вулавăш ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртнĕ май вăл паянхи культурăпа информацин чăн-чăн центрĕ пулса тăнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Кунта паянхи вăхăт ыйтакан компьютер, аудио-тата видеотехника, электронлă кăларăмсем, СД-дисксем, видеокассетăсем пур, Интернетпа çыхăнма пулать. Асăннă çĕнĕлĕхсем кĕнеке фондне пысăклатма та май панă. Паян вулавăш кану çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. 1978 çулта кунта хăйсен паллă ентешне, композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралса ỹснĕ Филипп Лукинăн Асăну музейне уçнă. Библиотекăпа музейăн краеведени уйрăмĕ шăпах пĕр пỹлĕмре вырăн тупнă та. Ираида Васильевна музея килен-каянсемпе экскурсисем йĕркелет, хăйсен пултаруллă çыннин кун-çулĕпе туллин паллаштарать. Çапла, 40 çула яхăн тăрăшать Ирида Васильевна пĕр çĕртре, хăй юратнă ĕçĕнче. Ачаран кăмăлланă профессийĕнче чăн ăраскалне тупнă тесен те йăнăш мар пулĕ. "Хăпартланса калаçмастăп, анчах манăн тĕп тĕллев вулакана хисеплесси, унăн кăмăлне туллин тивĕçтересси, тĕп интересĕсене пурнăçласа пырасси пулнă, пулать те", — тет И. Ефремова. Кама тивет-ши паян обществăлла ĕçе пурнăçлама ялта? Паллах, вулавăш ĕçченĕ çакна хăй çине илет. Çак тапхăрта ку тăрăхра хĕрỹ ĕç çи пынă вăхăтра агитатор тивĕçĕсене туллин пурнăçланă Ираида Васильевна, ял ĕçченĕсем хушшинче вун-вун калаçу йĕркеленĕ, йĕтемсем çинчен тухма пĕлмен тесен те йăнăш мар пулĕ, тăтăшах стена хаçачĕсем, "Боевой листоксем" кăларнă, кĕнеке вулама юратакансемпе вулавăша килнĕ çĕнĕ-хаçат журнала, кĕнекесене сỹтсе явнă. И. Ефремовăна çак хушăра çĕршыв шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ йышши суйлавсен комиссийĕн секретарĕнче ĕçлеме тивнĕ, вăл Раççей шайĕнче иртнĕ ял хуçалăх çыравĕсене тăтăшах хутшăннă. Ираида Васильевна, "Единая Россия" политика партийĕн членĕ пулнă май, чылай тапхăр хăйсен ĕçтешĕсен ку тăрăхри организацийĕн секретарĕнче тăрăшнă. Пĕр тапхăр Чатукасси ял совечĕн депутачĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă вăл. Ираида Васильевна Чатукасси тăрăхĕнчех çемье телейне тупнă. Вăл кунта вăй хума пуçласанах ку тăрăхри пултаруллă маттур каччăпа Толя Ефремовпа паллашать. Ефремовсем ку енче чăнахах ырă ĕçĕпе ырă ят çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕн тăванĕсем пирки чылайччен сăмахларĕ Ираида Васильевна. "Кил хуçи, манăн хунеçе ĕнтĕ, Иоил Ефремов хăйĕн кун-çулĕн пысăк пайне ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ, "Герой" колхозăн бригадирĕнче чылай тапхăр тăрăшнă. Хунямана, Тамара Георгиевнăна, ял-йыш нумай ача амăшĕ пулнипе аван пĕлнĕ", _ тет И. Ефремова. Улттăн _ тăватă хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ çак çемьере. Ольăпа Эля юратнă ĕçĕсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Надя — медицина ĕçченĕ, Кỹкеç поселокĕнче тĕпленнĕ. Зина хамăр райпора тăрăшать. Леонид водитель ĕçне килĕштернĕ, паянхи кун Ю. Лукин уйрăм предприниматель патĕнче автобус çỹретет. И. Ефремовăн мăшăрĕ Анатолий профессийĕпе водитель. Трак енре "Герой" хуçалăх пур енлĕ аталаннă вăхăтра А. Ефремов тăван колхоз председательне УАЗ-469 автомашинăпа илсе çỹренĕ. Чи ăста водительсенчен пĕри пулнă вăл. Хуçалăх саланса кайсан вара çĕнĕ профессие вĕренме тивнĕ Анатолийăн. Вăл газооператора вĕренсе тухнă. Халĕ районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн тытăмĕнче вăй хурать, Трак енри тĕп сыватмăшăн котельнăйĕнче тăрăшать. Ефремовсем Пулайкассинче тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ пỹрт-çурт, хуралтăсем çĕклесе лартнă. "Мăшăрăмăн алли ылтăн, кирек епле ĕçе те тума пултарать. Вăл сварщик та, слесарь те, кирпĕч хуракан та... — тет Ираида Васильевна. — Çĕнĕ пỹрт-çурт çĕклесе лартма пĕртте çăмăл пулмарĕ. Тата яла юлнă çынна хăçан çăмăл пулнă вăл? Пус çумне пус хушса строительство материалĕсем туянтăмăр. Аякран пулăшу кĕтсе ларман. 3-4-шар вăкăр хĕл каçарса сутнă, çемье бюджетне пуянлатнă. Чăн-чăн Кулибин вăл манăн. Хăй аллипе, авă, виççĕмĕш трактор пуçтарать. Нумай çул ỹсекен курăксене çулмалли, тавăрмалли, пухса кĕртмелли механи-змсене пĕтĕмпех хăй аллипе пуçтарнă. Пулайкассинче, кỹршĕ ялсенчи çынсене ку енĕпе мĕн чухлĕ пулăшу кỹмен пулĕ? Малашлăха пăхакан çыншăн ялтах мĕн чухлĕ ĕç? Ан ỹркен кăна". Паян хăйсен аллипе çĕклесе лартнă пỹрт-çуртра хуларинчен пĕртте кая мар. Ефремовсен хăтлă керменĕнче ăшă, çутă, таса, шывĕ те пỹртре кранран юхать. Аякка тухса çỹреме хăтлă автомашина туяннă, тĕрлĕрен ял хуçалăх техники чылай. Пысăк сад хăй патне чĕнет, çу кунĕсене ирттерме епле меллĕ кунта. Кил хуçи хĕрарăмĕ çут çанталăка, илеме килĕштернĕрен çулла тĕрлĕ тĕслĕ чечексем хăйсем патне илĕртеççĕ. Мĕн тĕсли çук кунта вĕсем? Шашлăк пĕçерсе çиме ятарлă вырăн ăсталанă, хĕвелтен пытанма ỹпле тунă, беседка пур. Шурă мунча çăвăнса тасалма хăй патне йыхравлать. Çаксене кил хуçи арçынĕ пĕтĕмпех хăй ăсталанă, вĕсене хăпартса лартма аякран çын чĕнмен. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран ашĕ-пăшĕ, сĕчĕ-çăвĕ сĕтел çинчен татăлмасть Ефремовсен. Сăвакан ĕне, пăру тытаççĕ, хур-кăвакал, чăхсем чылай. Кăçал улми-çырли, пахча-çимĕçĕ ăнса пулчĕ, çавăнпа сакайĕ те, нỹхрепĕ те вĕсемпе, компот-повидлăпа тулса ларнă. Ачисемпе мăнукĕсене парса ямалăх та çителĕклĕ. Виçĕ ача çитĕнтернĕ çак çемье. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Асли — Надя. Красноармейски вăтам шкулĕнчен пĕлỹ илсе тухсан И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет-авт.) шкул çулне çитменнисен факультетне вĕренме кĕнĕ. Паянхи куна Шупашкарти пĕр ача садĕнче воспитательте тимлет. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе, Олегпа, Димăпа Настьăна çитĕнтереççĕ. Вăталăххи — Лариса. Аппăшĕ пекех Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнчен воспитателе вĕренсе тухнă. Çак профессипех тимлет. Туслă çемьере Дашăпа Кира çитĕнет. Упăшки — Эдик, специальноçĕпе строитель. Кĕçĕнни — Володя. Санкт-Петербургри пĕр аслă шкултан "банк ĕçĕ-хĕлĕ" специальность илсе тухнă. Каярах çарта пулнă. Мăшăрлă пулнă. Любăпа, вăл профессийĕпе юрист, Мускавра кăмăла каякан ĕç тупнă. Чылайччен пуплесе лартăмăр Ираида Васильевнăпа. Пĕр енчен пулнăран ăçта кăна çитмерĕмĕр пулĕ? Вăл кун-çулĕнче тулли телей тупнăран унпа пĕрле хам та савăнтăм. Т. Борисова.



29 ноября 2019
15:25
Поделиться
;